29 января 2011 г.
Василий Иванович ВЫЙГЕТОВ (01.02.1946 - 27.04.1999) Патреккелте çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, Елчĕкри, Патреккелти шкулсенче учительте ĕçленĕ. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Алексей Дмитриевич КЛЕЧКОВ (01.02.1931) Хăвăлçырмара çуралнă. Хуçалăхра механизатор, машинист, слесарь пулса ĕçленĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Алексей Егорович СМИРНОВ (01.02.1921 - паллă мар) Акчелте çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ. Елчĕкри, Çĕнĕ Пăвари, Канаш районĕнчи Шăхасанти вăтам шкулсенче истори вĕрентнĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ культура работникĕ. Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин I тата II степень, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Александр Вениаминович ИНДЕЙКИН (02.02.1976) Шуршу ялĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтне, аспирантура вĕренсе пĕтернĕ. Экономика наукисен кандидачĕ. Чăваш ял хуçалăх академийĕнче ĕçленĕ, Халĕ Мускав автомобиль тата çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн экономика кафедрин заведующийĕ. Николай Тихонович МАЛЬЦЕВ (02.02.1921) Тỹскелте çуралнă. Елчĕкри çар комиссариатĕнче, крахмал заводĕнче, райсовет ĕçтăвкомĕн аслă инспекторĕнче, райпора товаровед пулса ĕçленĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ. 1945 çулхи Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин I тата II степень орденĕпе, "Çапăçура палăрнăшăн", "Мускава хỹтĕленĕшĕн", "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Венăна илнĕшĕн" медальсемпе наградăланă. Николай Иванович СОЛОВЬЕВ (02.02.1961) Кавалта çуралнă. Киеври çар училищине вĕренсе пĕтернĕ, полковник. Магаданра, Мускавра службăра тăнă. Георгий Осипович СУРФ (02.02.1901 - 27.01.1938) Лаш Таяпара çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулне, Мускаври Я.М.Свердлов ячĕллĕ коммунистсен университетне вĕренсе пĕтернĕ, граждан вăрçине хутшăннă. РСФСР правительствин яваплă должноçĕсенче ĕçленĕ. 1937 çулта репрессине лекнĕ, 1956 çулта тỹрре кăларнă. Валерий Димитриевич ТЕЛЛИН (02.02.1951) Кавалта çуралнă. Ялти клубра киномеханикра, Кавалти клуб заведующийĕнче ĕçленĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура работникĕ. Ольга Ивановна ПЕТРОВА (03.02.1951) Аслă Елчĕкре çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Лаш Таяпари вăтам шкулта учитель, директор çумĕ, директор пулса ĕçленĕ. Аслă квалификациллĕ учитель, районти "Çулталăкри учитель - 1992" конкурс çĕнтерỹçи. РФ пĕтĕмĕшле вĕрентỹ хисеплĕ работникĕ. Иван Иванович КАРАМАЛИКОВ (04.02.1956) Вăрăмхăвара çуралнă, Йошкар-Олари педагогика институтне пĕтернĕ. Тутарстанри Пăва районĕнчи Лащи пуçĕнчи вăтам шкулти физкультура учителĕ. "Тутар АССРĕн чи лайăх физкультура работникĕ", "Тутар АССРĕнчи чи лайăх физкультура учителĕ" ятсене тивĕçнĕ. РСФСР Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.