Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри конкурса хутшăнаççĕ

26 января 2011 г.

 Районти акционерсен хупă "Прогресс" обществи - чи тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри. Ĕç ăнăçлăхĕ çынсенчен килет. Çавăнпа обществăра ĕç сыхлавне лайăх йĕркеленĕ. Акционерсен хупă "Прогресс" обществинче 275 ĕçчен тăрăшать. Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене кунта тĕплĕн тишкереççĕ. Чи малтанах, ĕç коллективĕн 3 çуллăх килĕшĕвне коллективăн пĕтĕмĕшле пухăвĕнче 2009 çулхи нарăс уйăхĕн пĕрремĕшĕнче йышăннă, ăна социаллă хỹтлĕх пайĕнче çирĕплетнĕ. Коллективлă килĕшỹре ĕç сыхлавĕпе тĕрлĕрен мероприятисем палăртнă. Çавна май ĕç вырăнĕсенче инкексем пулман. Чирлекенсен йышĕ те пĕчĕк. Ĕç сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатма 2008 çулта 700 пин тенкĕ, 2009 çулта 780 пин тенкĕ, е кашни ĕçлекен пуçне 2008 çулта 2200 тенкĕ, 2009 çулта 3120 тенкĕ уйăрнă. Юлашки 3 çулта професси чирĕсемпе сиенленнĕ ĕçлекенсене тупса палăртман. Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист пачах çук . Е унăн тивĕçĕсене ыттисем пурнăçлаççĕ. Акционерсен хупă "Прогресс" обществинче ку енĕпе ятарлă специалиста уйăрнă, вăл хăйĕн тивĕçĕсене общество директорĕ çирĕплетнĕ ятарлă планпа йĕркелесе пырать. Обществăра ĕç сыхлавĕ енĕпе кабинет, подразделенисенче - пỹлĕмсем, ĕç вырăнĕсенче кĕтессемпе стендсем йĕркеленĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисенче тата мастерскойсенче душевойсемпе умывальниксем, пĕрремĕш комплекслă бригадăри сĕт-çу ферминче профилактори, машинăпа трактор паркĕсенче мунчасем ĕçлеççĕ. Ĕçлекенсен сывлăхне районти тĕп больницăра вăхăтлă тĕрĕслеттерессине йĕркеленĕ. Обществăра ĕç сыхлавĕпе документсем, инструкцисем хатĕрленĕ, кирлĕ литература туяннă. Кунта района килекен пĕртен-пĕр "Охрана труда и социальное страхование" журнала çырăнса илеççĕ. 2009 çулта ĕç условийĕсене палăртса ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ. Обществăра уйрăм çынсем валли ĕç хỹтĕлевĕн хатĕрĕсене туянаççĕ, "Ĕç сыхлавĕн кунĕсем" ирттересси, актсене обществăн ларăвĕнче пăхса тухасси йăлара. Урăхла каласан, пĕтĕм ĕçе "Организацинче ĕç сыхлавĕн службине йĕркелемелли положени" тăрăх пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Çавна шута илсе, акционерсен хупă "Прогресс" обществи ĕç сыхлавĕ енĕпе ирттерекен республикăри конкурса хутшăнма тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика