Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕринчен тепри маттур

26 января 2011 г.

Епле сисĕнмесĕр шăвать-ха вăхăт... Çын ỹснĕçемĕн çулĕсем те хăвăртрах та хăвăртрах иртнĕ пек туйăнать... Тин çеç эпир пĕрремĕш класраччĕ. Халĕ вара вун пĕрмĕш класа çитрĕмĕр. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вун пĕрмĕш класра вун улттăн вĕренетпĕр эпир: вун пĕр хĕр, пилĕк каччă. Кăçал пирĕн йыш хушăнчĕ. Ĕнел ялĕнчен Тамара Николаева килчĕ. Пурĕ ултă ялтан вĕренме çỹретпĕр. Тĕрлĕ ялсенчен пулнине пăхмасăр вĕренекенсем пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупнă, туслă пурăнаççĕ. Кама та пулин пулăшма тесен пурте правур. Кашни ача хăйне кура пултаруллă. "Пиллĕкпе" анчах вĕренекенсем - Оксана Анисимова, Марина Галкина, Лариса Чернова. Виççĕшĕ те вĕренỹре питĕ хастар, тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнма юратаççĕ. Оксана Анисимова обществознани тата правоведени предмечĕсене килĕштерет. Кашни çулах районти предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнать. Марина Галкина медицина ĕçченĕ пуласшăн, биологи тата хими - уншăн чи юратнă предметсем. Кăçал экологи олимпиадинче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ хастар хĕр ача. Лариса Чернова тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланать, тĕрлĕрен наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Унăн тĕпчев ĕçĕсем ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçал район шайĕпе иртнĕ географи олимпиадинче пĕрремĕш вырăна тухрĕ Лариса. Класри ытти ачасем те тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа уйрăлса тăраççĕ. Андрей Спиридонов юрлама ăста. Вăл çулсерен иртекен "Елчĕк çăлтăрĕсем" конкурсăн çĕнтерỹçи. Алина Дуткинăпа Елена Пугачева спортпа туслă. Районта иртекен ăмăртусенче лайăх кăтартусем тăваççĕ. Унсăр пуçне Алина ОБЖ предмечĕпе районти олимпиадăра 2 çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна тытса тăрать. Нумаях пулмасть вăл республика шайĕнчи предмет олимпиадине хатĕрленме пилĕк кунлăха Шупашкара та кайса килчĕ. Пирĕн класри каччăсем спорта уйрăмах юратаççĕ. Константин Захаровпа Александр Чернов пĕрремĕш юр ларсанах йĕлтĕрпе чупма пуçларĕç, Тĕмер ялĕнчен вĕренме çỹрекен каччăсем - Александр Львовпа Дмитрий Уткин коньки çине тăчĕç. Пурте тенĕ пекех волейбол секцине çỹреççĕ. Нумаях пулмасть шкулăн волейбол команди районта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Таня Дмитриева _ юрă-ташăра маттур, кăçал вăл "Ял пики" ята тивĕçрĕ. Света Савельевăпа иккĕшĕ пĕрле вĕренекенсене технологи урокĕнче хăйсем ăсталанă ĕçсемпе тĕлĕнтереççĕ. Тĕрлĕ ташă шухăшласа кăларассипе Юля Митрофанова пултарать. Пирĕн класри хĕрсем пĕлтĕр Курнавăшра иртнĕ "Грация" ташă конкурсне хутшăнчĕç, иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Уявсем вăхăтĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта кашни класс стена хаçачĕ кăларать. Ку енĕпе Валя Зубковăпа Света Козлова харсăр. Юратаççĕ вĕсем ỹкерме, сăрлама... Çакăн пек туслă пурăнатпăр эпир. "Пурте пĕриншĕн, пĕри - пуриншĕн" девизпа хавхаланса вĕренетпĕр. Туслă коллектива ертсе пыраканĕ - биологи предмечĕпе вĕрентекен Надежда Антоновна Карчикова. Пирĕн класс ертỹçи пирĕншĕн "иккĕмĕш анне", пурнăçри чи çывăх юлташ.

11-мĕш класра вĕренекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика