Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк яваплăх илеççĕ

26 января 2011 г.

"Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен" (25 статья) РФ Саккунĕпе килĕшỹллĕн ĕç паракансен, çав шутра уйрăм предпринимательсен те халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем умĕнчи яваплăхĕ пысăк. Вĕсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра кашни уйăхрах çак сведенисене тăратмалла: организаци ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлеме пултарнипе пултарайманни, инвалидсене ĕç тупса парас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни, пушă ĕç вырăнĕсем пуррипе çукки, инвалидсене ĕçе вырнаçтарма палăртнине пурнăçлани çинчен информаци. Организаци пĕтни, ĕçлекенсен хисепне е штата чакарни, ĕç килĕшĕвне пăрахăçлани çинчен йышăну тусан ĕç паракан çакăн пирки ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене икĕ уйăхран кая юлмасăр, уйрăм предприниматель тивĕçлĕ мероприятисене туса ирттериччен икĕ эрнерен кая юлмасăр, çынсене ĕçрен ушкăнпа хăтарнă чухне виçĕ уйăхран кая юлмасăр çырса пĕлтермелле. Ку чухне ĕçрен каякан çынсем йышăннă должноçа, профессие, специальноçа тата квалификацие палăртма манмалла мар. Административлă право йĕркисене пăсни çинчен Раççей Федерацийĕн Кодексĕпе килĕшỹллĕн (19.7. статья) маларах палăртнă сведенисене тăратманшăн е вĕсене тĕрĕс мар çырса хатĕрленĕшĕн административлă майпа явап тыттараççĕ. Должноçри çынсене вăтам ĕç укçин 3-5 виçи таран, юридици сăпачĕсене вăтам ĕç укçин 30-50 виçи таран штраф параççĕ. "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" Федераци Саккунĕпе килĕшỹллĕн инвалидсем валли ĕç вырăнĕ уйăрассипе мĕнле мерăсем йышăннине хальхи вăхăтра уйрăмах çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Чăваш Республикин Саккунĕпе (2002 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕ, 32-мĕш номер) килĕшỹллĕн 100 ытла çын ĕçлекен коллективра ĕçлекенсен вăтам списокĕнчи хисепне инвалидсене 2 процентран кая мар кĕртмелле. Инвалидсен ирĕкĕсене тивĕçлĕ шайра хỹтĕлемен ĕç паракансене административлă майпа явап тыттараççĕ. Унсăр пуçне, ку е вăл çынна вăтам ĕç укçи çинчен ỹстерсе, чăнлăхпа килĕшсе тăман справка çырса панăшăн, ĕçлемен тапхăра та ĕç кĕнекинче ĕçленĕ пек çырса кăтартнăшăн ĕç параканăн законодательствăпа палăртнă йĕркепе явап тытма тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика