Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

26 января 2011 г.

Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăр фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çителĕклĕ таран апат никĕсĕ хывса хăварнине пула ферма коллективĕ хĕл тапхăрĕнче кашни ĕнерен 20,4 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 4,2 килограмм ытларах сĕт суса илет.

Малтанхи кунсенче кулленхи вăтам сăвăм 21 килограмран та ытларахчĕ. Сивĕ çанталăка пула анчах кăтарту пĕчĕкрех пулчĕ. Анна Константинова, Елена Портнова пур пĕрех хăйсен кулленхи ĕçĕпе кăмăллă. Мĕншĕн тесен вĕсен ĕç укçийĕ те, пĕтĕмĕшле кăтартусене кура, сахалах мар тенĕ пулăттăм. Ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн виçĕ хутчен сăвассине те çирĕп тытса пыратпăр. Сăвакан ĕнесене хĕл тăршшĕпех тулăх рационпа тăрантаратпăр. Куллен кашни ĕнене 25 килограмм сенаж, 3 килограмм утă, 6 килограмм çăнăх, 10 килограмм жом, 0,5 килограмм жмых тивĕçет, улăмпа вара умран юличченех тăрантаратпăр. Пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Зоя Емельяновăпа Елена Телякова пăрусене сывă та тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессишĕн вăй-халĕсене шеллемеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика