Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем малалла выляççĕ

22 января 2011 г.

"Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕн спорт залĕнче шкул ачисен XIII спартакиадин программине кĕрекен ЧР Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн футзал енĕпе республикăри ăмăртун пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Кăнтăр зонинче Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи 1993 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах ачасен командисем вылянă. Елчĕк районĕн çамрăк футболисчĕсем пĕрремĕш вăйăра Патăрьелсене 24:4 шутпа çăмăллăнах çĕнтернĕ. Анчах Шăмăршă районĕн командине 4:5 шутпа выляса янă. Çапах та çакă пирĕн районти вĕренекенсене пĕрремĕш вырăна йышăнма чăрмантарма пултарайман. Мĕншĕн тесен Шăмăршăсем Патăрьелсене 4:6 шутпа выляса янă. Тапса кĕртнĕ тата хăйсен хапхине кĕрттернĕ мечĕксен шайлашăвĕ Елчĕксен лайăхрах пулнă. Çак çитĕнỹ пирĕн футболистсене иккĕмĕш тапхăрти 1/8 финалти ăмăртусене хутшăнма ирĕк панă. Унта 16 команда тăватă зонăна пайланса малалла вылять.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика