22 января 2011 г.
Юлашки çулсенче тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шывра террорла актсем пулни кашнинех сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкек пирĕн çĕр-шывра та сахал мар çын пурнăçне татрĕ. Çакăн евĕр тĕслĕх урăх пулмĕ тесе никам та шантарса калаймĕ. Çавăнпа та кашни çыннăнах тимлĕх пирки асра тытасчĕ. Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр. Граждансене тим-лĕхе ỹстерме хистесе информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Çын йышлă çỹрекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе хăна çуртне, ют регионсенчен килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене, хăрушлăх кăларса тăракан объектсене тĕрĕслесе тăрасси те йăлара. Районта культура, спорт тата ытти пысăк мероприятисене йĕркеленĕ вăхăтра пропуск режимне вăйлатассине те тĕпе хуратпăр. Ку енĕпе çул-йĕр инспекторĕсем те яваплăха туйса ĕçлеççĕ, ют регионсенчен килнĕ е иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕсене чарса тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Терроризмран сыхланас енĕпе общественноçăн та пысăк яваплăх туймалла. Çакă чи малтанах шкул, культура çурчĕсен, халăх йышлă пухăнакан предприятисемпе организацисен ертỹçисене пырса тивет. Тĕрлĕ инкек-синкекре ачасене, халăха çуртран илсе тухмалли йĕркене кашни ĕçченĕн çирĕп пĕлмелле. Çынсене çакна асăрхаттарас килет: вокзалта, пасарта, лавккасенче, вĕре-нỹпе культура заведенийĕсенче, больницăра хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене - хуçасăр сумкăсемпе чăматансене, хутаçсемпе ешчĕксене асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр милицин дежурнăй чаçне шăнкăравлама ыйтатпăр. Çуртсен çывăхĕнчи палламан çынсем те кашнинех сисчевлентерме тивĕç. Тимлĕх пирки асрах тытар. Сыхланакана Турă сыхлать тесе ахальтен каламан халăхра.