22 января 2011 г.
Сакăр сехет çитнĕ. Вун пĕрмĕш "а" класра вĕренекенсем пурте класа пуçтарăннă. Уроксене сиктерекенсем çук вĕренекенсен туслă коллективĕнче. Тăхăр ял хĕрĕпе ывăлĕ вĕренеççĕ пĕр класра. Класс ертỹçи Марина Александровна Чернова, йăлана кĕнĕ тăрăх, кун планне палăртрĕ. Унтан пĕрремĕш шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Вĕренекенсем пурте пĕрле коридора тухса зарядка тума васкарĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, каллех шăнкăрав. Ку вара - урока хатĕрленмелли. Кабинет системипе вĕреннĕрен кашни класс ачисем тĕрлĕ çĕре куçаççĕ. Çавăнпа та вĕренекенсене вăхăт кирлĕ. Вун пĕрмĕш "а" класссен - акăлчан кабинечĕ. Акă каллех шăнкăрав - ку вара урока чĕнекенни. Вун пĕрмĕшсем пĕрремĕш урока васкарĕç. Вăл - хими предмечĕ. Выпускниксем хăйсене килĕшекен профиле - çут çанталăка тата наукăна вĕрентекен предметсене суйласа илнĕ. Çавăнпа та физика, хими, вырăс чĕлхи урокĕсене уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак предметсемпе Патшалăхăн Пĕрлехи экзаменĕсене тытма хатĕрленеççĕ. Класри 25 вĕренекенрен çиччĕшĕ арçын ача. Пĕринчен тепри тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ. "Начар, кахал ачасем çук пирĕн. Таçтан пĕрре "3" паллă илекенсем тупăнаççĕ", - тет класс ертỹçи. Класри пилĕк хĕр ача ылтăн е кĕмĕл медальсене тивĕçме пултараççĕ. Чи малтанах вĕрентекен районти олимпиадăсенче шкул чысне хỹтĕлекенсем пирки сăмах пуçарчĕ. О.Сапожникова, О.Павлова, А.Карпова, А.Павлов тĕрлĕ предметсемпе пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Ольга Павлова - район шайĕнче иртекен "Çулталăкри вĕренекен" конкурс çĕнтерỹçи. В.Максимова регионсем хушшинчи "Чăваш ачи, сассуна пар" сочиненисен конкурсĕнче çĕнтерни те пысăк ỹсĕм. Çавăн пекех Влада "Чăваш чĕлхи: ĕнер, паян, ыран" сочиненисен конкурсĕнче республикăра виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Унсăр пуçне вăл Чăваш Республикинчи çамрăксен "Хастар" обществăлла организацийĕн членĕ. С.Никифоров класс тулашĕнчи ĕçрен пăрăнмасть. Вăл вĕренекенсене çеç мар, учительсене те сайт йĕркелеме пулăшать. Вун пĕрмĕш "а" класс ачисем вĕренỹре кăна мар, спортра та, шкул тулашĕнчи ытти ĕçсенче те харсăр. А.Павлов теннисла ăста вылять, çăмăл атлетикăна та кăмăллать. Н.Петров пултаруллă хоккеист, çавăн пекех çỹллĕшне сикме маçтăр. Шывра ишес енĕпе Н.Данилова çитекенни çук. П.Иванов шкулти кирек мĕнле спорт ăмăртăвĕнчен те юлмасть. Шкулти культура ме- роприятийĕсенче М.Чернова ертсе пыракан ачасем чи пултаруллисем. Парад юрри юрламалла-и, ташлас пултарулăха кăтартмалла е виртуаллă экскурсие каймалла - вун пĕрмĕш "а" классем çĕнтерỹçĕсем. А.Карпова гитарăпа выляма маçтăр. С.Васильева, Н.Плотникова ỹкерме юратаççĕ. Класри "Орион" стенда илемлетесси вĕсенчен те килет. С.Шашкова, Т.Головина, А.Карпова волонтерсен районти клубĕн членĕсем. Икĕ çул хушшинче М.Чернова класĕ тĕрлĕ хуласенче экскурсире пулчĕ. Канура вĕренекенсем пĕр-пĕрне тата лайăхрах пĕлчĕç тата çывăхланчĕç. Вĕренекенсем чăваш йăли-йĕркине пĕлнине, юрă-ташăра ăста пулнине кăна мар, ют чĕлхесене юратнине те çирĕплетеççĕ. Иртнĕ çул та, кăçал та Чăваш Республикинче иртнĕ Германи кунĕсене активлă хутшăнчĕç. Класс ертỹçи ют чĕлхесен учительници. Çавна май вăл ертсе пыракан класс ачисем нимĕçле ирттернĕ презентацире умлă-хыçлă республикăра палăрни педагога чăннипех савăнтарчĕ. Марина Александровна хăй те районти, республикăри конкурссенчен пăрăнмасть. Ют чĕлхесене хальхи ĕмĕрте вĕрентес, тĕрлĕрен методика хатĕрĕсем çырас енĕпе ирттернĕ республикăри конкурссенче призлă вырăнсене йышăнчĕ вăл. Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурссен лауреатне пĕрре мар дипломсемпе чысланă. Тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем те сахал мар пултаруллă, ачасемшĕн чунне пама хатĕр педагогăн. Марина Александровна - ют чĕлхесене вĕрентекенсен районти пĕрлешĕвĕн руководителĕ. Аслă категориллĕ педагог шкулта "Германинчи ĕçлĕ çынсем" кружок ертсе пырать. Класс ертỹçин хăйĕн сайчĕ пур. Çав вăхăтрах класс сайтне çĕнетсех пырас енĕпе те тимлет. М.Чернова ỹркенекен учитель мар. 12 çул хушшинче вăл обществăлла ĕçре те харсăр пулнине çирĕплетрĕ. Профсоюзăн вырăнти комитечĕн членĕ. Шкулти, Елчĕк ял тăрăхĕнчи волейбол командин членĕ. Унăн çемйи тĕрлĕ шайри ăмăртусене те активлă хутшăнать. Кашни тунти кун класра информаци сехечĕ иртет. Вĕренекенсем черетпе çĕр-шыври, республикăри, районти çĕнĕ хыпарсемпе паллаштараççĕ. Класс старости О.Павлова, унăн пулăшуçи С.Шашкова çак куна йĕркелесе пыраççĕ. Ытлари кун вара класс сехечĕ. Тĕрлĕрен ыйту сỹтсе яваççĕ кунта. Ашшĕ-амăшне те чĕнеççĕ тепĕр чухне. Класс сехечĕсен ĕçĕсене республикăри конкурссене тăратать Марина Александровна. "Чур, заповедано" класс сехечĕпе республикăра палăрчĕ. Ачасем Шупашкарти заповедникра пулса курчĕç. Шăмат кун эрне мĕнле иртнине пĕтĕмлетессине, çитес эрнери ĕçсене палăртассине çирĕп йăлана кĕртнĕ ертỹçĕ. Уроксем вĕçленнĕ. Çапах та туслă класс килĕсене кайма васкамасть. Вĕсем хăйсем экзамен тытма суйласа илнĕ предметсемпе консультацие васкаççĕ. Вĕренĕве мала хуракансен, спорта юратакансен, культурăллă канма пĕлекенсен киревсĕр йăласемпе аппаланма вăхăт çук, çавна май вĕренекенсен коллективĕ шкулта пур енĕпе те чи маттуррисенчен пĕри.