22 января 2011 г.
Пурнăçра кĕтмен-туман çĕртен инкек килсе тухма пултарать. Тепĕр чухне хамăр шутламасăрах пăтăрмаха кĕрсе ỹкетпĕр. Çавăнпа та кашни утăмрах асăрхануллă пулмалли çинчен манар мар. Автобуспа тĕп хуламăра кайнă чух çул çинче пĕр чарăнура ларнă çынпа ăнсăртран паллашса кайма тиврĕ. Пăлханчăк сăнлăскер палламан çынпа тỹрех сăмах пуçарса кăмăлне пусарас терĕ ахăр. Çапла ирех ăçта çул тытнипе кăсăкланнă май тỹрех çапла хурав пачĕ вăл: - Суда каятăп. Тĕлĕнсе каймалла. Шутламан çĕртенех преступник пулса тăтăм, çынна ырă тăвас тесе. - Ун пекки те пулать-и вара? - Тем те пулать пурнăçра, - терĕ те арçын ассăн сывласа хăйĕн инкекĕ пирки каласа пама васкарĕ. Кỹршĕ ялта электрикре тăрăшаканскер пĕр кунхине ĕç хыççăн васкаса тăван ялĕ еннелле утнă. Кĕçех палламан çын хăваласа çитнĕ çакскере. - Ырă çыннăм, эсĕ Палюк Мишшине паллатăн-и? - кăсăкланнă вăл унпа тỹрех. - Паллах, паллатăп. Кỹршĕ касра пурăнать. - Мĕн тери аван пулчĕ сире тĕл пулни. Эппин, ун патне кайса çỹресе вăхăта ирттерем мар. Тархасшăн, парăр-ха ăна çак тĕркене, - тенĕ вăл хаçатпа чĕркенĕ тĕркене арçын енне тăснăмай. Инкек пирки шухăшлама та пултарайман этем çынна пулăшма килĕшсе тĕркене алла илнĕ. Анчах та инçе те каяйман вăл, яла çитес умĕн арçынна çăмăл автомашина хăваласа çитнĕ. Машинăран тухнă пакунлă çынсем тỹрех тĕркепе кăсăкланма пуçланă, ăна уçнă хыççăн арçынна киле мар, хăйсен районĕнчи шалти ĕçсен пайне илсе кайнă. Унта наркотик пулнă-мĕн. - Çапла эпĕ преступник пулса тăтăм. Халĕ хамăн тĕрĕслĕхе мĕнле çиеле кăлармаллине те пĕлместĕп. Мĕн каласшăн пултăм-ха эпĕ? Кун евĕр тĕслĕх хăйĕнпе пулмĕ тесе никам та шантарса калаймĕ. Çавăнпа та паянхи тăнăçах мар пурнăçра уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пуласчĕ. Кирек мĕнле хуçасăр сумка-пакет тĕкĕнсенех пурнăçа татма, маларах асăннă евĕр тĕркесем суд тенкелĕ çине илсе çитерме пултарнине асрах тытасчĕ. Хамăр йăнăш çинче мар, теприн йăнăшĕ çинче пурнăçа вĕренер. Асăннă йăнăшсенчен ачасене те асăрхаттарсах тăрар.