Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пепке - çемье телейĕ

22 января 2011 г.

Тепĕр чухне пулас ачан хăш-пĕр органĕсем амăшĕ ăшĕнчех тĕрĕс мар ỹссе аталанаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци пĕлтернĕ тăрăх, тин çуралнă ачасен 6 проценчĕ чирлĕ. Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен - хĕрарăм сывлăхне йĕри-таврари сиенлĕ пулăмсем хавшатни, таса мар сывлăш, шăв-шав, апат-çимĕç пахалăхĕ чакни, эмелсене хăй тĕллĕн ĕçни, инфекци чирĕпе чирлени тата 35-45 çулсенче пулни. Тепĕр чухне сывă пепке çуратасси йăхран та килет. Малтан та чирлĕ ача çуралнă пулсан, теприне те çав шăпа кĕтме пултарать. Пирĕн çĕр-шывра чирлĕ ачасем ан çуралччăр тата чирсене маларах тупса палăртас тесе ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн - хĕрарăм сывлăхне сиенлекен пулăмсене чакармалла тата унăн сывлăхне лайăхлатмалла. Çие юлнă хĕрарăмăн хăй тĕллĕн ача ỹксен, маларах вилĕ, пĕчĕк виçеллĕ, вăхăтсăр ача çуралсан, хĕрарăм сахăр чирĕпе чирленĕ пулсан, чирлĕ пепке çуратас хăрушлăх пысăк. Кун пек чухне хĕрарăмсен, çие юличченех, генетик врач патĕнче пулмалла, сывлăха тĕрĕслеттернĕ хыççăн ăна çирĕплетме тăрăшмалла. Çие юличчен 2-3 уйăх маларах генетик пулас ашшĕпе амăшне витаминлă эмел ĕçме канаш парать. Пахалăхлă апат-çимĕç çини, фоли йỹçекĕ ĕçни сывлăхшăн питĕ усăллă. Мĕншĕн тесен витаминсем çитмесен пулас ачан нерв системи тĕрĕс аталанаймасть. Фоли йỹçекĕ шпинатра, нимĕç пăрçинче, пĕверте, пỹрере чылай. Çие юлсан виçĕ уйăха çитиччен çак витамина менюран кăлармалла мар. Пулас ачан шалти органĕсем тĕрĕс мар аталаннине маларах тупса палăртас тесе çие юлнă хĕрарăмсене пурне те виçĕ хутчен ультрасасăпа тĕрĕслеççĕ - 12 эрнере, 22 тата 32 эрнесенче. Мĕншĕн тесен ачан шалти органĕсем тĕрĕс мар аталанни тĕрлĕ срокра паллă пулма пултарать. Иккĕмĕш УЗИ аппаратпа тĕрĕслеме перинатал центрне Шупашкара яраççĕ. Çие юлнă хĕрарăмсем 16-20 эрнере илнĕ юн анализĕ тăрăх пулас ача чирне палăртма пулать. Сывă пепке - çемье телейĕ. Эпир панă сĕнỹсене пурнăçласан сирĕн пепкĕрсем яланах сывă çуралĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика