Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе чыслăн пурнăçлать

22 января 2011 г.

Тивĕçе чыслăн пурнăçлать Çĕр-шыва хỹтĕлесси кашни арçыннăн тĕп тивĕçĕ тетпĕр. Çĕр-шыв лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн çар службинче тăракан Елчĕк каччисен ашшĕ-амăшĕ патне çар чаçĕсен командованийĕсенчен çулсеренех Тав çырăвĕсем килни савăнтарать. Эппин, Елчĕксем район ятне çĕре ỹкермеççĕ, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи ята çỹллĕ шайра тытаççĕ, çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Мучар ялĕнчи Виталий Егоров. Унăн амăшĕ Лидия Михайловна та çак кунсенче тав çырăвĕ илчĕ. "Сирĕн ывăлăр службăн малтанхи кунĕсенченех çĕр-шыв умĕнчи тĕп тивĕçе таса кăмăлпа пурнăçлать. Тавах сире çакăн евĕр ăста хỹтĕлевçĕ, шанчăклă юлташ ỹстернĕшĕн, ывăлăра тĕрĕс воспитани панăшăн", - çак йĕркесене вуланă май тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстерсе ура çине тăратнă амăшĕн пит çăмартийĕ тăрăх савăнăç куççулĕ юхса анни каламасăрах паллă. Çакăн евĕр çырусем тата та нумай çемьене савăнтарччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика