22 января 2011 г.
"Çамрăксене ытларах шанмалла тата вĕсене ĕненмелле тесе шухăшлатăп", - çапла палăртса каларĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче. Елчĕк районĕ тăрăшуллă та теветкеллĕ çамрăксенчен чухăн мар. Кавал ялĕнчи Александр Федорова шăпах çак çамрăксен шутне кĕртес килет. Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтра Александр пуçаруллă пулнипе палăрнă. Кунта 9 çул вĕреннĕ хыççăн вăл пĕлĕвне Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Елчĕкри лицей класĕнче туптанă. Александр истори, экологи, биологи, географи предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă, КВН вăййисене хутшăннă. Çăмăл атлетикăра палăрса спортра та çитĕнỹсем тунă вăл. Вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн университетăн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Анлă тавра курăмлă, пурне те пĕлме ăнтăлакан йĕкĕте университетра та часах асăрханă -ушкăн старости пулма суйланă. 2007 çулхи чỹк уйăхĕнче пур мероприятире те пысăк активлăхпа палăракан студента пĕр вăхăтрах студентсен наукăпа общество лигин президенчĕ тата университетăн студентсен общество пĕрлешĕвĕн канашĕн председателĕ пулма шаннă. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырса "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан, университетра иртекен кашни наука-практика конференцине е ытти мероприятие активлă хутшăнакан çамрăк вĕренỹ вăхăтĕнче икĕ хутчен Чăваш Республикин Президенчĕн, пĕр хут Раççей Федерацийĕн Президенчĕн стипендийĕсене, Шупашкар хулин пуçлăхĕн ят стипендине тивĕçет. 2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче А.Федорова университетăн вăл вăхăтри ректорĕ Л.Кураков "Вĕренỹ отличникĕ" кăкăр паллипе наградăланă. Иртнĕ çул Александр университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Аспирантурăна юлма сĕннĕ пултаруллă çамрăка. Çапах та йĕкĕт чи малтанах çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тĕв тытнă. Паянхи кун А.Федоров ШĔМĕн Шупашкарти шалти çарĕсенче службăра тăрать. "Салтак тивĕçне пурнăçламаллах. Кашни арçыннăн çар шкулĕ витĕр тухмалла", - палăртать вăл ашшĕ-амăшĕ патне çыракан çырура. Пултаруллă вĕренекен пулнипе анчах мар, тăрăшуллă салтак пулнипе те палăрма ĕлкĕрчĕ Александр. Кĕрхи призыв кампанийĕ вăхăтĕнче А.Федорова чăваш телевиденийĕпе кăтартрĕç. "Чи лайăх дисциплинăллă салтак" пулнипе çĕнсе илнĕ çак сума Елчĕк каччи. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн каччăна пысăк ĕмĕтне - аспирантурăран вĕренсе тухса студентсене тарăн пĕлỹ парассине - пурнăçа кĕртме ăнăçупа çитĕнỹсем сунар. Çакăн евĕр пултаруллă çамрăксенче вăл çĕр-шыв малашлăхĕ.