Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшỹре - вăй

22 января 2011 г.

Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк кăларса тăратнă лару-тăрăва пăхмасăр, Александр Семенов ертсе пыракан ĕне фермин коллективĕ хĕл тапхăрĕнче те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, çулталăка та япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх - чĕрĕ чун. Фермăри ĕç ăнса, кал-кал пулса пытăр тесен уйрăмах тимлĕ пулмаллине пурте лайăх ăнланатпăр. Унсăр пуçне, выльăхсен "чĕлхине" те пĕлмелле. Ĕне ферминче тăрăшакан кашни çын хăйне шанса панă вырăнта, ырă кăмăл-туйăмпа тимлени кулленхи ĕçе кирлĕ пек туса пыма, палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме май парать. Пирĕн коллектив шăпах çакăн пек çынсенчен йĕркеленнĕ те. Пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакан Марина Лисицынăпа Юлия Измайлован яваплăхĕ уйрăмах пысăк. Мĕншĕн тесен пăрусене ырă-сывă çитĕнтересси ытларах вĕсенчен килет-çке. Иртнĕ çул 100 ĕнерен 96 пăру, пĕтĕмпе - 230, виçĕм çулхинчен 21 пуç ытларах пăру илнĕ. Вĕсене пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернинче пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшакансен тỹпи пысăк пулнине кирек кам та лайăх ăнланать. Паллах, Надежда Кадышева ветеринар хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçласа пынинчен те нумай килет. Алина Семеновăпа Альбина Ильина, Ирина Кукурузовăпа Ольга Крысова, Ирина Паймуллинăпа Вера Ласточкина ĕне сăвакан операторсем -пĕр шухăшлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем. Хальхи вăхăтра ĕнесем шăпах ушкăнпа пăрулама тытăннă, çавна май кулленхи сăвăм та ỹссех пырать. Юлашки кунсенчи кăтартусене илес пулсан, куллен кашни ĕнерен 14 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1,3 килограмм ытларах сĕт сăвăнать. Куç умĕнчи ỹсĕмсем ферма хĕрĕсене тата та тăрăшса ĕçлеме хавхалантараççĕ. Ĕне выльăхсене хĕл тапхăрĕнче тăрантарма кирлĕ таран апат хатĕрлесе хăварасси иртнĕ çулхи çанталăк условийĕнче çăмăл пулмарĕ. Ушкăнпа вăй хурса ĕçленине пула пурĕ 98 тонна утă, 1102 тонна сенаж, 400 тонна улăм, 137 тонна силос, 500 тонна тĕш тырă, вĕтĕ çĕр улми хатĕрлесе хăварма пултартăмăр. Çапла майпа пĕр условнăй выльăх пуçне 21 центнер апат единици тивĕçет. Саппасланă апат фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитмессе ăнланса вăхăтра 20 тонна утă, 80 тонна улăм, 32 тонна жмых, 556 тонна жом, 46 тонна типĕ жом, 156 тонна силос туянни кулленхи рациона кирлĕ пек йĕркелесе пыма май парать. Хальхи вăхăтра ĕнесене куллен 3,5 килограмм тĕш тырă çăнăхĕ, 1,5 килограмм жмых, 20 килограмм сенаж, 4 килограмм улăм, 15 килограмм вĕтĕ çĕр улми тивĕçет. Апата кирлĕ таран хатĕрлесе хăварма май килнине кура, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, выльăхсен хисепне те ỹстертĕмĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн фермăра мăйракаллă шултра выльăхсем пĕтĕмпе 520 пуç, çав шутран сăвакан 135 ĕне шутланать. Пĕр сăмахпа, кулленхи ĕçе мĕнле йĕркелесе пырасси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика