22 января 2011 г.
![Çĕнĕ саккунсемпе паллаштарнă Çĕнĕ саккунсемпе паллаштарнă](../Home/594//foto/komisarow.gif)
Юн кун республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилемелли программăна пурнăçласси çинчен", "Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе федераци статистики тĕлĕшĕнчен пĕтĕмĕшле сăнаса тăрасси çинчен", "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр çаврăнăшне çĕнетсе улăштармалли саккун акчĕсене хăш-пĕр улшăнусем кĕртесси çинчен" федерацин 2010 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 435-мĕш номерлĕ саккуна пурнăçа кĕртесси çинчен" темăсем информаци кунĕнче тĕп вырăнта пулнă. Пĕрлехи информаци кунне килнĕ министерствăсемпе ведомствăсен ертỹçисем, район администрацийĕн яваплă работникĕсем ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, кун йĕркинчи темăсене халăха ăнлантарса панă. Вĕсем халăхăн пур сийĕсене те пырса тивеççĕ. ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта, ЧПУ проректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов, "Чувашхлебопродукт" ПУП директорĕ А.Ласточкин Тăрмăшри культура работникĕсемпе, "Урожай" ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. "Чăваш кĕнеке издательстви" ПУП директорĕ, ЧР Журналистсен Союзĕн правленийĕн председателĕ В.Комиссаров "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарнă, кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕ, кĕнекесем пичетлес, вĕсене халăх хушшинче сарас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Иртнĕ çул Чăваш кĕнеке издательствине йĕркеленĕренпе 90 çул çитрĕ. Çак вăхăтра вăл чăваш кĕнекисем, вĕрентỹ пособийĕсем, ытти литература йышлă пичетлесе кăларнă. Компьютер технологийĕ аталанса пыни халăх кĕнеке вуласси, ăна пичетлесе кăларасси çине витĕм кỹнĕ. Çапах та кĕнеке компьютера улăштарма пултараймасть, унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть. Кĕнеке издательстви хальхи самана ыйтăвĕсене шута илет, пысăк пахалăхлă кĕнекесем пичетлесе кăларать. Издательство хатĕрлесе кăларакан продукци Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссенче çĕнтерет. Халăх хушшинче илемлĕ литература халĕ те пысăк хисепре. Нумай кĕнекене çынсем юратса вулаççĕ. Валерий Комиссаров ял, шкул библиотекисенче Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларакан кĕнекесем çителĕклĕ пулччăр тесен "чун апачĕшĕн" укçа-тенкĕ хĕрхенмелле маррине палăртрĕ. Кĕнеке ырра çеç вĕрентет. Республика, район представителĕсенчен йĕркеленĕ ытти ушкăнсем те ял çыннисемпе тĕл пулнă май вĕсен ыйтăвĕсене тулли хуравсем панă.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Комиссаров хаçат редакцийĕн работникĕсене издательство юлашки вăхăтра кăларнă кĕнекесемпе паллаштарать.