19 января 2011 г.
![Яваплă ĕçре тăрăшаççĕ Яваплă ĕçре тăрăшаççĕ](../Home/594//foto/enerci.gif)
"Атăл çинчи МРСК" - "Чăвашэнерго" филиалĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн (РЭС) ĕçченĕсен яваплăхĕ пысăк. Вĕсем районти предприятисемпе организацисене, шкулсемпе ача сачĕсене, больницăна, пурăнмалли çуртсене тата ытти нумай объектсене энергипе тивĕçтереççĕ. Кашни кунхи ĕçе кăлтăксăр йĕркелесе пырассишĕн энергетиксем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те - хĕллехи çил-тăманра, çурхи-çуллахи çил-тăвăлра сиенленнĕ сывлăшри электричество линийĕсене вăхăтра юсаса йĕркене кĕртессишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тимлеççĕ. Çавна май энергетиксен ячĕпе асăрхаттарса каланисене те сайра хутра анчах илтме тỹр килет.
Сăн ỹкерчĕкре: РЭС начальникĕ Юрий Хушкин тата Сергей Перепелкин диспетчер.