19 января 2011 г.
![Ăслăлăх çыннине асăнса Ăслăлăх çыннине асăнса](../Home/594//foto/konferent.gif)
Кĕске справка Василий Петрович Семенов 1926 çулта Питтĕпел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти, Кавалти, Елчĕкри шкулсене, партин Мускаври аслă шкулĕн журналистика уйрăмне, Чăваш патшалăх пединститучĕн филологи уйрăмне пĕтернĕ. 1951-1962 çулсенче районти "Колхоз ялавĕ" хаçатăн ответлă секретарĕ тата редакторĕ, 1963 - 1965 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пичет секторĕн заведующийĕ, 1965 - 1972 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕн секретарĕ, Елчĕк райĕçтăвкомĕн председателĕ, 1973-1984 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕ çумĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш чĕлхин стилистикине тĕпченĕ Василий Петрович чылай ăслăлăх ĕçĕ çырнă. 1982 çулта филологи наукисен кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ, 1971-1975 çулсенче Чăваш АССР 8-мĕш суйлаври Аслă Совечĕн депутачĕ пулнă. Ентешĕмĕр Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп Палли" орденсене, çичĕ медале, Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Чире пула 1984 çулта Шупашкарта куçне хупнă. Ăна тăван ял масарне пытарнă. Çак кунсенче Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Питтĕпелĕнче çуралса ỹснĕ чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ, филологи наукисен кандидачĕ Василий Петрович Семенов çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май "Паянхи чĕлхе пĕлĕвĕн кăткăс ыйтăвĕсем" наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта наука çыннисем, тавра пĕлỹ-çĕсем, учительсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйне шаннă кирек мĕнле ĕçре те Василий Петрович чунне парса пурнăçланипе палăрнă. Пысăк тавра курăмлă журналист, патшалăх служащийĕ, парти ĕçченĕ пирки конференцие пуçтарăннисем тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Шкул ачисем кĕске сăвăсем вуланă хыççăнах сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçине Л.Левыя пачĕç. Вăл кашни шкул ачин хăйсен тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ пултаруллă çыннисем çинчен лайăх пĕлмеллине, вĕсенчен ырă тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Юлашки çулсенче районтан тухнă паллă çынсен ячĕпе наукăпа практика конференцийĕсем, тĕпчев ĕçĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кунта кĕçĕн классенче вĕренекенсем те тулли кăмăлпа хутшăнаççĕ. Çак ырă ĕçе малалла та тăсни тăван ялăмăра чапа кăларнă ентешсен ĕçĕсене малалла тăсма хистекен утăм пулса тăрать те. Василий Семеновпа пĕрле ĕçленĕ Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн профессорĕ Н.Егоров калаçнине те ачасем кăмăллăн итлесе ларчĕç. Малтанах вăл Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç ялĕсен историйĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Унтан Василий Петрович кун-çулĕпе, унăн тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пичет ветеранĕ И.Иноходов та юбиляра лайăх пĕлнĕ. В.Семенов хаçатăн ответлă секретарĕнче, редакторĕнче ĕçленĕ çулсенче сăпайлă, çынлăхĕ пысăк, тавра курăмĕ анлă пулнине палăртрĕ. Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн наука сотрудникĕ А.Кузнецов шкула кĕнекесем парнелерĕ. Конференцие райадминистрацин вĕренỹ тата çамрăксен пайĕн методисчĕ Н.Малышкин ертсе пычĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: конференци участникĕсен пĕр ушкăнĕ.