Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн пусăмĕ виçере пултăр

19 января 2011 г.

 Юн пусăмĕ ỹсни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Анчах вĕсен шутне чи малтан çаксем кĕреççĕ: 

- сахал хусканусем туни; 

- ытла тăварлă апат çини; 

- эрех-сăра нумай ĕçни; 

- ытлашши самăрлăх; 

- стрессем; 

- пирус нумай туртни;

- юнри холестеринăн пысăк шайĕ.

Юн пусăмне çавăн пекех çынран хăйĕнчен килмен сăлтавсем те ỹстерме пултараççĕ. Вĕсен шутне йăхран йăха куçакан гипертони чирĕ, сахăр диабечĕ, чĕре чирĕсем те кĕреççĕ. Пирусри никотин та чĕрене сиен кỹрет, юн тымарĕсене пĕрĕнтерет. Çавна пула юн пусăмĕ те хăпарать. Вăл вара атеросклероз чирĕ пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать. Пирус туртакансен хушшинче чĕре чирĕсемпе чирлесе вилекенсем чылай нумайрах. Эрех-сăра ĕçнĕ вăхăтра та юн пусăмĕ чакать, çав вăхăтра юн тымарĕсем сарăлаççĕ. Анчах та кăшт вăхăт иртсен пачах хирĕçле пулăмсем организма сиен кỹреççĕ: юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, чĕре васкаса, хăвăртрах тапать - юн пусăмĕ каллех ỹссе каять. Çакă вара час-часах инсультпа аптăрасси патне илсе çитерет. Юн пусăмĕ ỹсни кĕлетке виçи нормăран ытларах пулнипе те çыхăннă. Хĕрĕх пилĕк çултан иртнĕ çынсен нумайăшĕн çак пулăм час-часах палăрать. Уйрăмах ытлашши ỹт пулни хăрушă. Çын начарлансан, кĕлетке виçине чакарсан юн пусăмĕ йĕркене кĕрет, чĕре те çăмăллăн ĕçлеме пуçлать, юнри сахăр шайĕ, холестерин виçи чакать. Начарланас тесен апатлану йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнмалла, кунне 4-5 хутчен, пĕчĕкшерĕн апат çимелле. Çиес умĕн 1 стакан сивĕ шыв ĕçни вар-хырăма лайăх ĕçлеттерет. Çулла тăварлă апат-çимĕç, çуллă аш-какай, сахăр çимелле мар, кофе те ĕçес çук. Вунă кунта пĕрре выçă тытни те усăллă. Апат-çимĕçе ỹсен-тăран çăвĕпе хатĕрлемелле. Ытларах пахча çимĕç, мăйăр, нимĕç пăрçи, курага, иçĕм çырли, тăпăрчă çимелле. Вĕсенчи микроэлементсем, кали, кальци, магни юн пусăмне чакараççĕ. Каçхи апата çывăрас умĕн 3-4 сехет маларах çиме тăрăшăр. Тăварлă апат çимелле мар, мĕншĕн тесен тăварлă çини организмри шыв шайне ỹстерет, çавăнпа юн пусăмĕ хытă ỹсет. Пăлханасран, хумханасран сыхланма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсем гипертони, чĕре, инсульт чирĕсем патне илсе пыраççĕ. Юн пусăмĕ йĕркеллĕ пултăр тесен тĕрлĕ ỹсен-тăрансемпе усă курмалла: пĕтнĕк, матрỹшке, укроп, петрушка, катăркас, шăлан çырли. Çавăнпа та çулла çак курăксене хĕлле валли ытларах пухса юлма тăрăшăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика