Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен ирĕкне хỹтĕлеççĕ

15 января 2011 г.

I Петĕр Указĕпе килĕшỹллĕн 1722 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Прокуратурине туса хунă. Район прокуратуринче В.Николаев прокурор, прокурор çумĕ И.Романов, прокурор пулăшуçи О.Гаусман, 1-мĕш разрядлă аслă специалист Л.Доброхотова, В.Пчелов водитель тăрăшаççĕ. Прокуратура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, учрежденисем, предприятисемпе организацисем, обществăпа политика организацийĕсем, должноçри çынсем саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăраççĕ вĕсем. Тĕп тивĕçсем шутне çавăн пекех çынсен ирĕклĕхĕпе правине хỹтĕленине тĕрĕслесси, преступноçа хирĕç кĕрешнĕ май право хуралĕн ĕçне координацилесси, çынсен çырăвĕсене тишкересси тата ытти те кĕреççĕ. Паянхи кун прокуратура ĕçченĕсем преступноçа тата коррупцие хирĕç кĕрешесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртмалла. Самана улшăнса пынă май прокуратура умĕнче тăракан хушусемпе тĕллевсем кăткăслансах пыраççĕ. Вĕсене тĕплĕн те пахалăхлăн пурнăçласа пынинчен килет те ĕнтĕ граждансен тата патшалăхăн право хỹтлĕхĕ. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн ĕçченĕсен тỹпи те пысăк. Асăннă следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче пулакан преступленисене хирĕç кĕрешет. Кунта уйрăм ертỹçи Р.Шайхалов, ертỹçĕн çумĕ Р.Салимзянов, аслă пулăшуçи В.Егоров, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕçлекен В.Ярушкин следователь, Д.Тазюковăпа А.Эткеров, В.Зайцев аслă следовательсем, аслă инспектор-делопроизводитель Н.Маркиданова, И.Серов водитель тăрăшаççĕ. Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ 2010 çулта преступлени тунипе çыхăннă 450 ыйтăва тишкернĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем тăрăх 103 уголовнăй ĕç пуçарнă. Вĕçленĕ уголовнăй ĕçсенчен çыннăн пурнăçне тата сывлăхне сиен кỹрессипе çыхăннă преступленисем. Пĕтĕмлетỹ çакна кăтартнă: çемьере тата йăлара пулнă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çынсем алкоголь шĕвекĕпе минренĕ хыççăн тунă. Çакăн евĕр çынсем ниçта та ĕçлеменнине тата пурнăç тĕллевĕсĕр пурăннине палăртмалла. Правосудие хирĕçле, çыннăн Конституцинче палăртнă ирĕкĕсене хĕснипе, халăх сывлăхне сиенленипе тата ытти енĕпе çыхăннă преступленисене те асăнмалла. 2010 çулта çул çитменнисене ирĕксĕрлессипе çыхăннă преступленисем пулчĕç. Иртнĕ çул пурĕ çул çитмен 6 ача хур курнине палăртмалла. Аслисем ясар кăмăлĕсене тивĕçтерес тесе çул çитменнисен тĕлĕшĕпе мăшкăл ĕçĕсем тунă тĕслĕхсем те пулнине палăртнă май следстви пайĕн ĕçченĕсем ашшĕ-амăшне ачисемпе яланах тимлĕ пулма, унта-кунта кайнă чух шанчăксăр çынсемпе хăварасран асăрханма ыйтаççĕ. Следстви пайĕн ĕçченĕсем çавăн пекех иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса парассипе те тимлеççĕ. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май 2010 çулта çакăн евĕрлĕ 2 преступление уçса панă. 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнчен федерацин "Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕ çинчен" саккунĕ вăя кĕчĕ. Çавна май граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес, преступленисене уçса парас ĕçре следстви комитечĕн ĕçченĕсем тата та пахалăхлăрах ĕçлесе пыма тивĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика