15 января 2011 г.
![Яланах хисепре Яланах хисепре](../Home/594//foto/piterkin.gif)
"Хăйĕн ĕçне чунтан парăннисем, вĕренекенсене хăйĕн ачисем пек юратакансем çеç ачасене кирлĕ пек воспитани пама пултараççĕ. Чăтăмлăх, пысăк туйăм - чăн-чăн вĕрентекенĕн чи кирлĕ енĕсем", - çапла каланă вырăссен паллă писателĕ М.Горький. Аслă Таяпари Питеркинсен çемье династийĕпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр эпир. Георгий Евстафьевичпа Софья Васильевна тăван шкулта хĕрĕх çула яхăн вăй хунă. Ăста педагогсем хăйсен ачисене те учитель профессине юратма вĕрентнĕ. Ахальтен мар ывăлĕпе хĕрĕ шкул пĕтернĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ хушнипе мар, хăйсен чунĕсем туртнипе вĕрентекенсем пулса тăнă. Питеркинсем - шкула парăннă çынсем. Кашни куна интереслĕ ирттерме тăрăшнă вĕсем. Георгий Евстафьевич та, Софья Васильевна та тĕрлĕ вăхăтра нумай çул директор çумĕ пулса ĕçленĕ. Нумаях пулмасть Питеркинсем патĕнче пултăм. Стенасем çинче тĕлĕнмелле илемлĕ, калăпăшĕпе пысăк картинăсем çакăнса тăраççĕ. Вĕсене пурне те Георгий Евстафьевичăн пиччĕшĕ - Васиян Евстафьевич ỹкернĕ. Пĕр пỹлĕмĕнче тата кĕске патаксенчен, çаврашкасенчен, тăваткалсенчен тунă ỹкерчĕк куç умне пулчĕ. Çывăхрах пырсан кашни фигура ăшне ятсем çырса хунине куртăм. Питеркинсен йăх йывăççи иккен вăл. Васиян Евстафьевич çак кăсăклă та кирлĕ ĕçпе нумайранпа интересленнĕ. Кашни çын хăйĕн йăх-тĕпне çичĕ сыпăк таран пĕлмелле. Питеркинсен йăхĕнче тем тĕрлĕ предметпа вĕрентекен те пур. Тăвансен (35-шĕ вĕрентекен) пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ сакăр çĕр çултан та иртет-çке. Династине пуçаракансем - Пугачевсемпе Журавлевсем. Ăна малалла тăсакан Питеркинсен, Анисимовсен, Тимирязовсен, Королевсен, Казаковсен мухтанмалăх пур кунта. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ, халĕ те тăрăшаççĕ. Пурне те пĕр тĕллев канăç паман: епле те пулсан ачасене тĕрĕс воспитани, çирĕп пĕлỹ парас, вĕсене тĕрĕс çул çине тăратас. Паян вара сăмахăм ытларах ялти сумлă çынсем пирки пулĕ. Георгий Евстафьевичпа Софья Васильевнăран: "Шкул сирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать", - тесе ыйтсан пĕр шухăшлă пулчĕç: "Шкул пирĕншĕн юратнă ĕç, ачасен телейлĕ куллисем. Пĕр тесен, шкул - пирĕн пурнăç", - терĕç. Георгий Евстафьевич Аслă Таяпа ялĕнче хурт-хăмăр ăстисен çемйинче çуралнă. Кунтах вăтам пĕлỹ илнĕ. Салтакран таврăннă хыççăн ялти культура çурчĕн заведующийĕнче вăй хунă. Лайăх ĕçленĕшĕн темиçе хутчен те Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 1962 çулта педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ вăл. Ăна пĕтерсен тỹрех тăван шкул директорĕ пулса тăнă. Çичĕ çул вĕрентекенсен вĕрентекенĕ пулнă вăл. Пĕрле ĕçлекенсем вăл тĕлĕнмелле талантлă та ырă çын пулнине палăртаççĕ. Унтан 11 çул директор çумĕнче, кайран, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, физика учителĕнче ĕçленĕ. Вăл ертсе пынă физика кабинечĕ пĕрре мар "Тĕслĕх кабинечĕ" ята тивĕçнĕ. Георгий Евстафьевича "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" знакпа наградăланă, "Учитель-методист" ят панă. Софья Васильевна Кĕçĕн Таяпа ялĕнче кун çути курнă. 1953 çулта педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Тăваттăмĕш курс хыççăн путевкăпа Алтай тăрăхне ĕçлеме кайнă, "Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн" паллă тата медаль илме тивĕç пулнă вăл. 1958 çулта ăна Аслă Таяпари вăтам шкула физика предметне вĕрентме янă. 16 çул директор çумĕ пулса ĕçленĕ. Çакăнта пуçланнă та çемье историйĕ. 37 çул вĕрентỹ ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунă Софья Васильевна. Вăл психологипе педагогика мелĕсене тĕрĕс усă курма пĕлнĕ. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсене хутшăннă, чылайăшĕ мала тухнă, наукăн ĕçченĕсем, физикăпа тата математикăпа вĕрентекенсем пур. Софья Васильевнăн Хисеп хучĕсем питĕ нумай. Питеркинсем çинчен çырмалли нумай. Манăн тата Георгий Евстафьевичăн пиччĕшĕпе (Васиян Евстафьевич) аппăшĕ (Софья Евстафьевна) çинчен каласа хăварас килет. Васиян Евстафьевич Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн тăван шкулта ĕçленĕ. Кунта вăл ỹкерме юратакансен кружокне йĕркелесе янă. Унтан Шупашкарти ỹнер училищинче вĕреннĕ, педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Çемен Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" кĕнеки валли ỹкерчĕксем хатĕрленĕ. Васиян Евстафьевич - чăваш ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. Унăн тĕрлĕ Хисеп хучĕсем, медальсем пур. Художникăн куравĕсем те тĕрлĕ çĕрте уçăлнă. Вĕрентекен пулса 43 çул ĕçленĕ. Софья Евстафьевна Шупашкарти педагогика институчĕн биологипе хими факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Унăн тĕрлĕ сăлтава пула темиçе шкулта та ĕçлеме тивнĕ, çапах та пур çĕрте те ăста педагог пулнине палăртаççĕ. Софья Евстафьевна - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ". Ĕç стажĕ - 32 çул. "Шкул - маншăн чи хакли, чи тăванни. Вăл маншăн тăван кил те, тăван çемье те. Маншăн кашни вĕренекенĕн ырă сăмахĕ хаклă. Ывăлпа хĕр вĕрентекен ĕçне суйлани те савăнтарать. Вĕрентекен профессийĕ нихăçан та хăйĕн хакне ан çухаттăр, ачасене чăн-чăн вĕрентекен воспитани патăр. Чăн-чăн вĕрентекен вăл - пурнăç вĕрентекенĕ. Пурнăç çулĕ çине тăракан çамрăксене ура çинче çирĕп тăракан, вĕри чĕреллĕ вĕрентекен кирлĕ", - тет Софья Васильевна. Паян та Георгий Евстафьевичпа Софья Васильевна шкул пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ, час-часах вĕренекенсемпе, учительсемпе тĕл пулаççĕ. Халĕ те вĕсем чунĕсемпе çамрăк. Вĕсемпе тĕл пулса калаçсан çунат хушнăн туйăнчĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Питеркинсем.