12 января 2011 г.
Патреккелĕнчи ял библиотекинче Тĕмерте çуралса ỹснĕ Григорий Иванович Кузнецов-Кели поэт, литература критикĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа "Çĕнĕ пурнăç юрăçи" информаци сехечĕ иртнĕ. Унта пуçтарăннă ачасемпе çитĕннисем поэт, критик пултарулăхĕпе, унăн тăванĕсемпе паллаштаракан материалсемпе, вĕренекенсем поэта халалласа çырнă сăвăсемпе паллашнă, нумай çĕннине пĕлнĕ. Вăтăр çул çеç пурăннă пулсан та Григорий Кели чăваш литературине тарăн йĕр хăварнă. Вăл сăвăсем çырнă, Н.Шупуççынни, П.Хусанкай, Н.Ваçанкка, Митта Ваçлейĕ тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тишкерсе хак панă, чăваш литературинче сăвă çырмалли çĕнĕ виçесене сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Информаци сехетне поэтăн тăванĕ, Т.Захарова (Кузнецова) библиотекарь ертсе пынă.