31 декабря 2010 г.
Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Совет Союзĕн Геройне Н.Иванова, районта йывăр атлетикăна аталантарнă Н.Малькова асăнса штангистсен районти ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ ỹсĕмри, виçери атлетсем хутшăнчĕç. Хăйсен виçисенче В.Ананьева, Е.Ертмакова (Çĕнĕ Пăва), А.Иванов (Энтепе), В.Волков (Çĕнĕ Пăва), В.Викторов (Елчĕк), Э.Миронов (Энтепе), А.Шляпин, А.Александров, Н.Чувайкин, В.Демьянов, С.Киселев (Елчĕк), А.Марков (Энтепе) çĕнтерчĕç. Командăсенчен Елчĕкри вăтам шкулти атлетсем - пĕрремĕш, Энтепесем - иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.