Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок каллех Елчĕксенче

31 декабря 2010 г.

Иртнĕ шăмат кун Йĕпреç поселокĕнче кире пуканĕ йăтакансем "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç. Елчĕксем хальхинче те малти вырăна тухрĕç, кубок çĕнсе илчĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри, виçери атлетсем хушшинчи кĕрешỹ хĕрỹ пычĕ. 1992 çулта çуралнă тата унран аслăрах спортсменсем 2 пăтлă кире пуканне парăнтарассишĕн ăмăртрĕç. 73 килограмлă виçере С.Соловьев (Кавал), 78 килограмлă виçере Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва), 85 килограмран йывăртарах виçере О.Николаев (Ĕнел) малти вырăнсене йышăнчĕç. Çак ỹсĕмри хĕрсенчен Ĕнелĕнчи В.Николаева (2-мĕш вырăн) тата Питтĕпелĕнчи Е.Еремеева (3-мĕш вырăн) палăрчĕç. 1993 çулхи тата унран çамрăкрах атлетсем 24 килограмлă кире пуканĕпе ăмăртрĕç. 58 килограмлă виçере Ĕнелĕнчи Н.Николаев, 63 килограмлă виçере Кĕçĕн Таяпари В.Семенов, 68 килограмлă виçере Елчĕкри А.Павлов (2-мĕш вырăн), 73 килограмлă виçере Акчелĕнчи А.Николаев (1-мĕш вырăн), В.Иванов (3-мĕш вырăн) йышăнчĕç. Командăна паха очкосем кỹрекенсен йышĕнче - Курнавăш шкулĕнчи Д.Соловьев, Д.Курчин, П.Александров, Анатри Тимешри И.Кривов. Хĕр ачасем те арçын ачасенчен юлмарĕç. Акă, Кĕçĕн Таяпари Л.Максимова республика шайĕнчи ăмăртăва пуçласа хутшăнчĕ. Çапах та, хумханнине пăхмасăр, абсолютлă виçере ăмăртса 3-мĕш вырăна тухрĕ. Ветерансенчен Ĕнелĕнчи А.Анисимов палăрчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика