31 декабря 2010 г.
Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕ ачасен хаваслă сассисемпе янраса тăчĕ. Çак кун вĕренỹ отличникĕсем, шкул пурнăçĕнче пысăк активлăхпа палăракан вĕренекенсем, район шайĕнчи "Манăн ачалăхри чăрăш" конкурс çĕнтерỹçисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" фракци членĕ Павел Семенов йĕркеленĕ елкăна хутшăнчĕç. Хĕл Мучипе тата Юр Пикепе, юмах паттăрĕсемпе пĕрле ачасем кăмăлтанах савăнчĕç, депутат парнине тивĕçрĕç. Пуçтарăннисене депутат пулăшуçи - райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова саламларĕ, вĕренỹре, кулленхи пурнăçра ăнăçусем сунчĕ.