31 декабря 2010 г.
Тĕмер ялĕ Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн канăçа пĕлмесĕр тăрăшакан нумай-нумай сумлă çынна "çунат" панă. Чăваш литературинче тарăн, çутă йĕр хăварнă критиксенчен пĕри - Григорий Иванович Кузнецов-Кели те Тĕмертенех. Ăна критиксен йышне тăриччен сăвăсем çырма тăван ашшĕ, Сенĕк хушма хушаматпа çырнă Иван Герасимович Кузнецов хавхалантарса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Кузнецов-Сенĕкĕн Шупашкарти кĕнеке издательствинче 1932 çулта "Йĕплĕ хулă" сăвă кĕнеки çапăнса тухнă. Шăп та лăп çав вăхăт тĕлне Кузнецов-Келин "Октябрь кĕввисем" кĕнеки те кун çути курнă. Шел, ăна авторĕ алла тытса курайман. Вăл, йывăр чирпе асапланнăскер, 1931 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче, вăтăр тултарнă-тултарманах, çĕре кĕнĕ. Çапла, çамрăклах, хунавлах хăрса ларнă çамрăк "çеçке". Хăйсен сумлă та мухтавлă ентешне чун-чĕресенчех тытаççĕ Тĕмерсем, унпа тивĕçлипех курнăçланаççĕ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Г.И.Кузнецов çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çавна май манăн та "Елчĕк ен" хаçатра унăн çутă сăнарне асрах тытнине палăртакан пысăках мар статья сĕнес килет. Калас пулать, эпĕ çак çынпа пĕр хушаматлă кăна пулни мар, унăн тĕлĕнмелле анлă пултарулăхĕ çăл куçĕ пек иксĕлми тапса тăни çапла тума хистет мана. Хам та кăштах литература енне сулăннăскер, шкулта вĕреннĕ çулсенчех Григорий Кузнецов-Келин критикăллă статйисемпе çиелтен те пулин паллашма ĕлкĕрнĕ эпĕ. Паянхи вăхăт тỹпинчен пăхсан та, вĕсем халĕ те хăйсен витĕмĕпе пĕлтерĕшне çухатман. Çук паян Кели пек çулăмлă вăй-халлă, сулмаклă сулăмпа çырнă тĕпчев статйисем. Хăрушă чир çапса хуçман пулсан, унăн калемĕ айĕнчен мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш, янравлă сăвă-кĕвĕ тухатчĕ ĕнтĕ. Григорий Иванович пурăннă чухне Трак тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Марк Сергеевич Терентьев (Аттай) сăвăçпа уйрăмах туслă пулнă. Мĕн пĕрлештерсе тăнă-ха вĕсене? Тĕп хулари рабфакра пĕрле вĕренни-и е иккĕшĕ те кĕрлесе-вĕресе тăракан пурнăç çине пĕрешкел шухăш-кăмăлпа пăхни-и? Вăл та, ку та пулĕ. Марк Аттай малалла кайса пыма чăрмантаракан йăх-яхсене, йăпăлтисемпе икĕ питлĕ çынсене, ултавçăсемпе тăнсăр чиновниксене сатира саламачĕпе çав тери вирлĕн çунтарнă. Григорий Кели унăн хайлавĕсене пысăка хурса хакланă, вăл хăйĕн 1928 çулта çырнă "Çамрăксен пултарулăхĕ çинчен" тишкерỹллĕ ĕçĕнче Шетмĕпе Çавал хутлăхĕнчен сасă панă сатирикăн сăввисенче вăхăт таппипе палăрăмĕ пуррине асăрханă, автора тата та çине тăрарах, çанă тавăрса ĕçлеме кирли пирки ас тутарнă. Марк Аттайăн ентешĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Александр Яковлев нумай пулмасть Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра пичетлесе кăларнă "Три струны" ("Виçĕ хĕлĕх") кĕнекинче палăртнă тăрăх, Григорий Келие пушă вăхăтра Шупашкар урамĕсене уçăлса çỹреме тухсан кирек хăçан та Марк Аттайпа юнашар утнине курма пулнă. Икĕ сăвăç пĕр-пĕринчен уйрăлман та темелле. Пĕр-пĕрне хăйсен çĕнĕ хайлавĕсене вуласа панă, вĕсене пĕрлех тишкернĕ, пĕрлех хушусем кĕртнĕ тата юсанă. Григорий Ивановича ỹпке чирĕ вăхăтсăр çапса хуçнă хыççăн Марк Аттай хăйне ниçта кайса хума пĕлмесĕр çỹренĕ, пĕр хушă çыру сĕтелĕ хушшине те ларайман. Арман чулĕ пек пусса тăракан йывăр хуйăх пăртак сĕвĕрĕлçи пулсан, вăл "Кели Кĕркурине" элеги çырнă. Хỹхлев сăввине куççульсĕр, хумханмасăр вулама çук. Халиччен вулакан Аттая ытларах йĕплĕ йĕркесем тăрăх кăна пĕлнĕ пулсан, çак хайлав поэтăн граждан лирики те вăйлă пулнине çирĕплетет, унтах публицистика сулăмĕ пур. Чĕре çунать паян мăнтарăн, Çухалчĕ хаклă тусăм ман. Эх, Кели, Кели! Вилсе кайрăн, Ĕмрỹ пит хăвăрт иртрĕ сан. Нумай пулмасть çыру тĕрлерĕн, Ăс-тăн параттăн эс мана, Аттай, эпир - çĕн çулшăн, терĕн... Умра - тивлетлĕ самана. Кĕрлет мĕльюнлă хурçă сасă Халь хапрăк-савăт хушшинче, Ĕçпе пĕрле юлташ пулсассăн Чăнах илемлĕ-çке тĕнче. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн килĕштернĕ çыннăн кăмăл-туйăмĕ кăна çакнашкал йĕркесене шăратса кăларма пултарать. Малалла сăвăç этемĕн кун-çулĕ сывлăх пулсан кăна илемлĕ, поэт чахуткăна пула вăхăтсăр сỹнсе ларни çинчен çырать, Кели пек сăвăç çукки тăван литературăра уçăмлăн сисĕннине пытармасть: Поэт тени кĕтỹ пек пирĕн... Хăшсем вĕçеççĕ шутсăрах: "Эп кам? Ман пек мухтавлă лирик - Чăвашăн çуккă. Ăс сăра!" Питне-куçне çухатнă анчăк Сикет манерсĕр хупахра. Ун пек этем, ун пек мухтанчăк Ăçта тупайăн таврара... Эх, Кели, Кели! Ирĕкшĕн тăраттăн, Ĕçе мухтаттăн сăввунта. Тĕрĕс мара тăпăлтараттăн Кăварлă, вирлĕ статьюнта. Марк Аттай Кели Кĕркурине халалланă сăввинче малалла Элкер, Краснов-Асли, Хутарта çуралнă Долгов ячĕпе ăшă, туйăмлă сăмахсем тупнă. "Пире тỹр чунлă критик кирлĕ, пуш параппан _ çул майлă мар", - тет сăвăç. Кели Марк Аттайшăн чăннипех çывăх та шанчăклă тус пулнă, вĕсем иккĕшĕ киревсĕр тымара, кив йăлана тĕппин тăпăлтарма тăван халăх умĕнче тупа тунă. Хĕвел юрри эп шăрантарăп Аттайпала Çавал енче. Чăваш малашлăхĕшĕн тăрăп Умри кун-çулăн тăршшĕнче. Анчах Марк Аттайăн та пурнăçĕ вăрăм килсе тухман. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан, вăл алла пăшал тытнă. Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илме шăпа пỹрмен ăна, 1942 çулта (хăш уйăхра тата ăçта пуç хуни паллă мар) паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Мĕн пурĕ те 37 çул пурăннă Келин çывăхран çывăх тусĕ. Вăл çуралса ỹснĕ ялти - Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упири клуб стени çине ăна халалласа Асăну хăми çапнă. Çапла çырнă хыççăнах пуçăма пĕр шухăш иленчĕ: "Григорий Кузнецов-Келин пĕчĕк тăван çĕр-шывĕнче - Тĕмерте хисепре-ши сăвăç тата критик? Пĕлет-ши паянхи ăру ун çинчен?" Вăхăт пĕр самант та вырăнта тăмасть, вĕçĕмех малалла чупать... Манăç тусанĕ пурне те аяла тума пултарĕ-ши? Ку ыйту хуравĕ пĕрре: çук! Григорий Иванович Кузнецов-Кели çĕр çинче хăварнă йĕр паян та çутă та таса. Унăн хивре карăнтарнă хĕлĕхĕ çĕнĕрен çĕнĕ кĕвĕсене суйлать. Çĕр кăкăрĕнчен иксĕлми тапса тăракан кĕмĕл шăнкравлă шыв сасси те мана Тĕмер ялĕн вилĕмсĕр ывăлĕн калаçăвне аса илтерет...