31 декабря 2010 г.
Хыçа юлнă 2010 çул çĕр-шывра, республикăра Вĕрентекен çулталăкĕ пулнипе палăрса юлчĕ. Хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче вĕрентỹ тата воспитани, педагогика ĕçне çутатас, çĕнĕлле тăрăшакансене хавхалантарас, лайăх ĕçлекен учительсен опытне ыттисем хушшинче сарас тĕллевпе "Пурнăçри тĕп çын" конкурс ирттерчĕ. Ялти корреспондентсем хушшинче йĕркеленĕ конкурса хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Чи лайăх материалсем хаçатра кун çути курчĕç. Конкурса хутшăнакансем учителĕн сăнарне, ĕç-хĕлне, пултарулăхне тĕплĕ те витĕмлĕн çутатрĕç. Чылайăшĕ статьяна сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатрĕ. Нумаях пулмасть хаçат редакцийĕ çумĕнчи комисси конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Обществăлла корреспондентсем тăратакан ĕçсене виçĕ жанрпа - очерк, тĕрленчĕк тата статья - хакланă. "Тĕрленчĕк" номинацире никама та преми пама май килмен, мĕншĕн тесен авторсен ĕçĕсем çак жанра тивĕçтермен. Очерксен жанрĕнче Курнавăшри Н.Круглова хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пирки çырнă "Вĕрентекенĕн çутă сăнарĕ" (84 №) пĕрремĕш вырăна йышăннине палăртнă. Тĕмерти О.Марков "Романовсем - ял учителĕн сумĕ" (8-9 №№) очерка лайăх, вуланмалла чĕлхепе çырнă. Унăн ĕçĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнĕ Пăвари Л.Егорова, Акчелти В.Московский - пирĕн хаçатăн активлă ялкорĕсем. Вĕсен материалĕсене вулакансем юратса вулаççĕ. Хальхинче учительсен ĕçне тĕплĕн те тарăн çутатса панă. Л.Егорова хăй те ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре тăрăшнă. Вăл "Ĕçе чунтан парăнсан" (46-47 №№), В.Московский "Турă панă пултарулăх" (120-121 №№) ĕçĕсемпе виççĕмĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илнĕ. Статья жанрне ларакан çырусем уйрăмах нумай пулчĕç. Чи-чи лайăххисене, вĕрентекен ĕçне тарăн та уçăмлăн çырса кăтартнă ĕçсен йышне Чăваш Тăрăм шкулĕнчи В.Краснова "Маншăн шкул - пурнăç шкулĕ" (16 №) кĕнĕ. Вăл пĕрремĕш премие тивĕçнĕ. Иртнĕ çул туссем хутшăннăшăн та питĕ хавас пултăмăр эпир. Курнавăшри Д.Смирнова учительница-пенсионерка пире пĕрре мар хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтарчĕ. "Ăнланатăн-и, эпĕ учитель" (122-123 №№) статйине комисси иккĕмĕш вырăнпа хакланă. Хăвăлçырмари З.Михеева учительница та пирĕн харсăр та пултаруллă тус-юлташ. Вăл конкурса икĕ статья тăратнă. "Чунĕпе, ĕçĕпе илемлĕ" (44-45 №№) ĕçĕ вара иккĕмĕш вырăна тухнă. Статья номинацине хутшăнакансем йышлă пулнипе комисси виççĕмĕш призерсем те иккĕн пулнине палăртнă. Вĕсем - Энтепери А.Михеевăпа "Пурăнать ялта учитель" (79-80 №№) Л.Маркова "Вĕрентекенĕм, тав сана" (150-151 №№). Вĕрентекен пурнăçне, ĕç-хĕлне сăнланă Курнавăшри Р.Горшкова, Елчĕкри К.Леонтьева, Аслă Елчĕкри В.Кассирова, Таяпа Энтринчи О.Миронова, Тăрăмри Л.Енедерова, Çĕнĕ Эйпеçри Н.Мустаев, Тĕмерти А.Солин, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Левая хастар пулнине палăртмалла. Конкурса хутшăннă ялкорсене чĕререн тав тăватпăр, малашне те пирĕнпе тачă çыхăну тытасса шанатпăр.