31 декабря 2010 г.
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе те, экономика кăтартăвĕсемпе те малтисен ретĕнче. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 1095 центнер (2009 çулхинчен 5 процент ытларах) аш-какай, 7540 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 5000 килограмм сĕт сунă. Самăртакан ушкăнри сыснасем çулталăк тăршшĕпех пĕр талăкра 700-шер грамм ытла ỹт хушнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 85 центнер аш-какай, 586 центнер сĕт туса илнĕ. Çăмăлпа иртмен ял хуçалăх çулталăкĕнчи ĕç-хĕл пирки хуçалăх ертỹçинчен Ю.Мясниковран тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Ял хуçалăх предприятийĕнче продукци туса илессин калăпăшне ỹстернипе пĕрлех выльăхсен йышĕ те хутшăнсах пырать. Иртнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсем 21 процент, сыснасем 16 процент ытларах шутланаççĕ. Шăрăх та типĕ çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрура йышлă выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçарасси _ алăран парса тăрантарасси хăратмасть-и? _ Кăçалхи çанталăкра выльăх апачĕ хатĕрлессинче нихçанхинчен пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пултăмăр. Апла пулин те, выльăхсен хисепне чакармасăр тивĕçлĕ шайра тытса пырасси тата вĕсене хĕл тапхăрĕнче кирлĕ таран апатпа тивĕçтересси хальхи вăхăтри тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Фермăсенче ĕçлекенсемпе специалистсем те сивĕ хĕл кунĕсене ăнăçлă ирттерсе ярассишĕн канăçĕсене çухатнă. Кулленхи ыйтусене татса парассинче пĕр-пĕринпе канашлани тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тума тата ĕçе пĕлсе йĕркелеме май парать. Лару-тăру мĕнле çирĕпленни производство кăтартăвĕсем çинче те тỹрремĕнех палăрать. Хĕл çăмăл пулмасса, хамăр хатĕрленĕ апат выльăхсене ытлăн-çитлĕн тăрантармалăх çитес çуккине пĕлсе ăна çу уйăхĕсенчен тытăнсах тĕрлĕ майсемпе усă курса туянасси çине тимлĕх уйăртăмăр. Пурĕ 410 тонна жом, 22 тонна жмых, 160 тонна сенаж, 246 тонна улăм, республикăри апат-çимĕç фончĕ урлă 150 тонна комбикорм кỹрсе килтĕмĕр. Выльăхсене çитерме виçĕм çул саппаса хăварнă тырă пулни те лару-тăрăва çăмăллатрĕ. Выльăх апачĕ мĕн чухлĕ туяннине кура, пулнă тăкаксен пĕр пайне _ 1 миллион та 119 пин тенкине патшалăх саплаштарни пысăк пулăшу пулчĕ. Хĕл тапхăрĕнче выльăхсен кулленхи рационне кирлĕ пек йĕркелесе пыратпăр пулин те, апатпа перекетлĕ усă курма тивет. Ăна çителĕклĕ хатĕрленĕ çулсенче çак вăхăтра 8000 центнер вырнаçакан пĕр траншея сенажа çитерсе пĕтернĕ пулсан, кăçал ăна раштав уйăхĕнче анчах уçрăмăр. Çак вăхăтченех жомпа, улăмпа усă куртăмăр. Жомпа улăма апат валеçекен миксерпа хутăштарса выльăхсен умне çитерни апата нумай перекетлеме май парать. Мĕншĕн тесен ун пек чухне вăл пĕрре те сая каймасть. Нумай çул ỹсекен курăк ỹссе çитĕниччен ĕне выльăхсене тăрантарма акса хăварнă 160 гектар çинчи ыраш калчи лайăх аталанса юлчĕ. Çавна май çу уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнсах сăвакан ĕнесене симĕс апатпа ытлăн-çитлĕн тăрантарма пуласса шанатпăр. _ Юлашки çулсенче сысна ферминчи ĕç ăнăçлă, кал-кал пынине мĕнпе сăлтавланă пулăттăр? Самăртакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 700 грамм ытла ỹт хушни районти чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Пĕтĕмпе 1119, виçĕм çулхинчен 213 çура ытларах илнĕ. _ Ăнăçлăх, ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ нимрен малтан çынсенчен килет. Елена Сергеева ертсе пыракан сысна фермин коллективĕнче шăпах выльăхсене юратса пăхакансем ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем нумаййăн та мар: Юрий Архипов ветеринар, самăртакан тата çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшакан Алевтина Мясникова тата Галина Александрова. Кулленхи рациона йĕркеленĕ чухне белоклă, витаминлă-минераллă хутăшсемпе усă курни, урăхла каласан, тырра комбикорм туса çитерни ỹт хушаслăх çине пысăк витĕм кỹрет. Юрий Архипов ветеринарта ĕçлеме тытăннăранпа фермăри лару-тăру тĕпрен улшăннине палăртатăп. Вăл тăрăшнипе сыснасене пĕр вăхăтра çăвăрлаттарассине йĕркелесе ятăмăр. Халĕ ветеринари мероприятийĕсене пурнăçлама та меллĕ. Вите пушаннă вăхăтпа усă курса ăна çулталăкра икĕ хутчен дезинфекци тăватпăр, шурататпăр. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланса прививкăсене ялан палăртнă вăхăтра тума ĕлкĕрсе пынăран сыснасем сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Чирлесен çийĕнчех сиплесси йĕркене кĕнĕ, эмелсем туянма укçа-тенкĕ хĕрхенсе тăмастпăр. Фермăра ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлеме мĕн пур услови туса панă. Икĕ çул каялла сысна витинчи пỹлĕмсене çĕнĕрен купаласа хă-партнăччĕ, хăма урайсене бетонпа улăштарнă. _ Ĕне ферминче те, Юрий Вячеславович, çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ, çавна май ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ. Эпир калани çумне тата мĕн хушса каланă пулăттăр? _ Паянхи пурнăçра урăхла пулма та пултараймĕ. Ĕне ферминче иртнĕ çулсенче тĕплĕ реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă, çĕнĕ йышши сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарнă. Çуллахи вăхăтра ĕнесене сăвакан вырăнтан та сĕт пăрăх тăрăх тỹрех холодильника çитет. Ĕлĕкхи пек сĕте алă вăйĕпе çĕклессин вăхăчĕ тахçанах иртнĕ ĕнтĕ. Апат валеçессине те пĕтĕмпех механизациленĕ. _ Шăпах Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем умĕн тăрăшуллă ĕçченсене саламлама, тав тума меллĕ, вырăнлă та. _ Тĕрĕсех, сирĕн шухăшăрсемпе килĕшетĕп. Сысна фермин коллективĕнче ĕçлекенсемпе малтан паллаштартăм, юлашкинчен ĕне ферминчи ĕç-хĕл пирки сăмах пуçарнăран пирки кунта ĕçлекенсене _ Нина Ивановăпа Елена Сорокина, Зоя Афанасьевăпа Зоя Сергеева дояркăсене, Александр Назаровпа Ольга Григорьева пăру пăхакансене, Ирина Аввакумова осеменатор-ветеринара, фермăра апат валеçекен Сергей Баймушкинпа Михаил Александрова тата Владимир Иванова, Тăрăм тата Кипеç ялĕсенче пурăнакан, ĕçлекен, тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп. Бухгалтери ĕçченĕсем те уявра ырă сăмаха тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ушкăнпа пурнăçламалли кирек епле ĕçрен те пăрăнса юлмаççĕ, хăйсен пуçарулăхĕпе ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ.