Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă ентешсем! Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем!

31 декабря 2010 г.

Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чĕререн саламлатăп! Иртсе кайнă 2010 çул Елчĕк халăхĕшĕн сахал мар пулăмпа палăрса юлчĕ. Вĕрентекен çулталăкĕнче районта пурăнакансем ырă тĕллевсемпе ĕçлерĕç, чылай çитĕнỹпе ỹсĕмсем турĕç. Ял хуçалăхĕшĕн 2010 çул уйрăмах йывăр килчĕ. Кĕрхи культурăсем шартлама сивĕсене пула чылай лаптăкра шăнса пĕтрĕç, çурхи культурăсем те халиччен пулман шăрăх çанталăкра начар çитĕнсе пĕчĕк тухăç кỹчĕç. Йывăрлăхсене пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тăрăшса хатĕрленчĕç, çитмен апата кỹршĕллĕ республикăсенчен кỹрсе килчĕç, ытларах витаминлă апатсем туянчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем умне çирĕп задача лартнă - пĕр пуç выльăх-чĕрлĕхе те чакармалла мар! 2010 çулта агропромышленность комплексне аталантарма ял хуçалăх предприятийĕсем 20 миллион ытларах çăмăллатнă кредитпа илнĕ укçа-тенкĕпе çĕнĕ техника туяннă, фермăсене юсаса çĕнĕ технологи вырнаçтарнă. Пĕлтĕр, 2009 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси çав шайрах юлнă, сĕт сăвасси 3 процент ỹснĕ. Паянхи куна районти ĕнесен продуктивлăхĕ - республикăри чи лайăх кăтарту. Наци проекчĕпе усă курса уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарма 111 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. Районти промышленность предприятийĕсем 118 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса кăларнă, ку вăл 2009 çулхипе танлаштарсан, 106 процент пулать. Пĕчĕк бизнесра пурнăçланă ĕç калăпăшĕ 327 миллион тенкĕпе танлашать. Предпринимательлĕхе аталантарса иртнĕ çул 7 предпринимателе хăйсен ĕçне пуçăнма пулăшу панă. Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе район территоринче 3 магазин, 1 автостоянка, шиномонтаж тата автомойка уçнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 40 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çавăн пекех Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе салтак арăмĕсене федераци саккунĕпе килĕ-шỹллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 70 свидетельство панă. Вăл шутран 6 ветерана район центрĕнчи çĕнĕ çуртра хваттерсем, пĕр салтак арăмне çурт лартса панă. Вĕрентекен çулталăкĕнче шкул ачисемпе учительсем республикăри, Раççейри конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса сахал мар çитĕнỹсем турĕç. Чи пултаруллисем район пуçлăхĕн, Патшалăх Канашĕн депутачĕн, республика Президенчĕн премийĕсемпе хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. 6 вĕрентекен вара Раççей Президенчĕн грантне илме пултарчĕ. Пĕчĕк ачасене пур енлĕ аталантарас, тивĕçлĕ шайра шкула кайма хатĕрлес тĕллевпе "Чебурашка" ача садне тĕпрен юсаса çĕнĕ вырăна куçартăмăр. Çапла майпа ача садне тата ытларах ача çỹреме пуçларĕ. Çавăн пекех Лаш Таяпа шкулĕ çумĕнче те тепĕр ушкăн уçма май килчĕ. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕç çине унчченхиллех çирĕп пăхатпăр. Маларах район центрĕнчи Юбилей урамĕ çĕнелсе улшăннăччĕ. Пĕлтĕр вара çавнашкал тирпейлĕх тĕп больница еннелле каякан урама çитрĕ. Ял урамĕсене асфальтлă е хытарнă çул сарас ĕç малалла пырать. Хăвăлçырма ялĕнчи 1 урама асфальтлă çул сарнă. Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеç ялĕсем хушшинчи çула юсаса асфальтпа çыхăнтарнă, Комсомольски-Елчĕк-Пăва автоçулăн Аслă Таяпа - Шуршу участокĕнче 3,5 километр çула тĕпрен юсанă. Елчĕке пăрăнса кĕрекен çулран пуçласа район чикки таран сарăнакан çул та пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕсенче кану вырăнĕсем йĕркелессипе малалла ĕçлесе пыратпăр. Çавнашкал социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пĕрлештерсе тăракан вырăн Элекçей Тимеш тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче уçăлчĕ. Сывă пурнăç йĕркине мала хурса 5 ял тăрăхĕнче хоккей коробкисем хута кайрĕç. Районăн демографи лару-тăрăвне пăхас пулсан, ачасем ытларах çуралса пыни чăннипех те савăнтарать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Анатольевич Медведев Патшалăх Думине янă Çырăвĕнче палăртнă тĕп шухăш: "Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма чăннипех те тĕплĕн тата нумай çуллăха пуçăнтăмăр" тени пирĕншĕн те малашлăхра тĕп тĕллев пулмалла. 2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне кирлe шайра ирттерсе ятăмăр. 2011 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче палăртнă тĕп шухăшсемпе тĕллевсене мала хурса ĕçлесе пырар. Çĕнĕ экономика çул-йĕрĕсем ял хуçалăхне, вĕренĕве, культурăна тата сывлăха сыхлас ĕçе малалла аталантарса вĕсен шайне ỹстерме ыйтаççĕ, çамрăксене çул парса вĕсенчен çĕнĕ çитĕнỹсем кĕтер. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чун-чĕререн саламласа сире ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, çемьесенче тăнăçлăхпа килĕшỹ, иксĕлми телей сунатăп. Ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр сирĕн. Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика