29 декабря 2010 г.
Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕ. Çуллахи шăрăх кунсем тăраççĕ. Хĕвел хĕртсе пĕçертнĕ вăхăтра вĕт-шакăра урамра кураймăн. Сулхăн вырăн шыраса пĕчĕк пỹрт умне пытаннă: пĕрисем лавккалла, теприсем больницăлла, виççĕмĕшĕсем шкулла выляççĕ. Аслă урамра пурăнакан Светопольскисен кĕçĕн ачисем те хăйсене килĕшекен вăйă ытамĕнче: вĕсене Лена аппăшĕ юмахсем каласа парать, лешсем хăлха тăратсах итлеççĕ. Килте пур чăвашла кĕнекесене тахçанах вуласа пĕтернĕ, халĕ аппăшĕ вырăсла вулать, пĕчĕккисене тỹрех чăвашла куçарса каласа парать. Ленăна учитель вырăнне хурсах хисеплеççĕ кĕçĕннисем. Йышлă çемьере ачасем туслă çитĕнеççĕ. Аслисене çу кунĕнче килте кураймастăн, вĕсем амăшĕпе юнашар тăрса колхоз уй-хирĕнче çум çумлаççĕ. Кĕçĕннисене кун каçа Лена пăхать. Чăн-чăн воспитатель тейĕн ăна, çирĕп кун йĕркипе пурăннăран тĕттĕм пулнине те сисмеççĕ шĕвĕрккесем. Хăйне астума пуçланăранпах вĕрентекен пулас ĕмĕтпе çунатланнă Лена. Вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ тепĕр куннех тантăшĕсем Оренбург облаçне кайма пуçтарăннă. Ленăсен тăванĕсем те пур вăл хулара. Çывăх туссен пĕр-пĕринчен уйрăлас килмен - виççĕн инçе çула тухнă. Халиччен пулман хулана çитсен хĕрсем "Орчане" хаçат туяннă. Ленăна тỹрех педагогика училищине вĕренме чĕнекен пĕлтерỹ куç тĕлне пулнă. "Эпĕ учитель пулатăп", - тенĕ вăл тỹрех тантăшĕсене. Лешсен вĕрентекен пулас шухăш çук. Вара тантăшсем икĕ еннелле уйрăлнă. Акă ĕнтĕ пуçламăш классен учителĕ пулас тесе заявлени кайса панă. Ăсталăхпа пултарулăха тĕрĕсленĕ хыççăн, аттестатри лайăх паллăсене пăхсанах ăна студент пулнине пĕлтернĕ. Тăрăшуллă хĕр тăванĕсем патĕнче çу уйăхĕсенче ним усăсăр пурăнас темен. Яла кайса укçа-тенкĕ те расхутлас килмен. Ара, ĕçлемесĕр çăкăр çиме хăнăхман Светопольскисен ывăл-хĕрĕсем. Çавăнпа та вăл каникул вăхăтĕнче ĕç шыранă. Ỹркенменскере ĕçĕ те часах тупăннă. Поликлиникăри аптекăна санитаркăна вырнаçнă вăл. Пĕрремĕш шалăва алла илнине манаймасть маттур пике. Çурла уйăхĕн варринче студентсене училищĕре юсав ĕçĕсем тума чĕнсе илнĕ. Чăваш хĕрĕ кунта та тăрăшса ĕçленĕ, пĕрле вĕренекенсем хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Икĕ çул ним сисĕнмесĕрех иртнĕ Еленăн. Студент пурнăçĕнче концертпа таçта та çитнĕ пулас педагогсем. Вĕреннĕ вăхăтрах пуçламăш классем патне çỹренĕ. Пионервожатăй тивĕçне чунтан пурнăçланă вăл. Алла диплом илнĕ çамрăк учительницăна Урал тăрăхнех хăварасшăн пулнă. Анчах Елена Николаевнăна тăван ен хăй патне туртнă. Тем тесен те çуралса ỹснĕ кĕтесрен хакли пулман уншăн. Çапла вара хăй вĕреннĕ шкулах ĕçлеме килнĕ Е.Светопольская. Кĕçĕн классен учителĕ кирлĕ пулманран малтанах библиотекарьте тăрăшнă. Тин ура ярса пусакан ачасене кĕнеке тĕнчине явăçтарас тесе тимленĕ çамрăк. Кĕçĕн класс ачисемпе калаçнă май кăмăлĕ çемçелнĕ Елена Николаевнăн. Епле те пулсан вĕсене пĕлỹ парас тесе ĕмĕтленнĕ вăл. Кĕçĕннисене вĕрентекен, кăçал çеç шкула килнĕскер, пĕринче: "Каллех çав ачасем патне каймалла. Пĕрре те чун туртмасть", - тенине илтсен Лена хытсах кайрĕ: "Мĕнле-ха апла, эпĕ çав ачасем патне каясшăн тем парăттăм, тỹлевсĕрех ĕçлĕттĕм". Тепĕр икĕ çултан хăй суйласа илнĕ юратнă профессипе чунне парса ĕçлеме пуçларĕ Елена Николаевна. Малтанах Кармал шкулĕнче вĕренекенсене пуçламăш пĕлỹ пачĕ. Унтан Курнавăш шкул директорĕ хăйсен коллективне каялла чĕнсе илчĕ. 13 çул тăрăшрĕ вăл тăван шкулта. Коллективра часах хисеп çĕнсе илчĕ. Вырăскасси ачине - Владимир Векова качча тухсан Çỹткул шкулне куçрĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Халĕ Елена Николаевнăн ĕç стажĕ те пĕчĕк мар - 27 çул. Ачасене вара паян шкула ярса пуснă чухнехинчен те вăйлăрах юратать. Пĕрремĕшсемпе виççĕ-мĕшсене вĕрентет вăл. Кашни ачан характерĕ, шухăшĕ, ĕмĕчĕ, тыткаларăшĕ тĕрлĕ, утти те кашнийĕн хăйне май. Вĕсемшĕн чунне парать вăл. Вулама, шутлама, çырма вĕрентнĕ чухне эпир килте пĕр ачапа тарăхса çитетпĕр пулсан, Елена Николаевнăн вуншарăн, çапах вĕсем çине сасă хăпартса курман. Ыт ахальтен мар пĕрремĕш вĕрентекенне яла килсен тĕл пулса калаçаççĕ, уявсенче саламлаççĕ... Елена Николаевна Векован вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Педагог хăй те район шайĕнче иртекен тупăшусенчен пăрăнмасть. 2002 çулта "Çулталăкри учитель" районти конкурсра палăрчĕ. Юлашки çулсенче районти "Чи класлă класснăй" конкурса хутшăнса пĕрре мар призлă вырăн çĕнсе илчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă вĕрентекен. Вĕсене вăл час-часах класс сехечĕсене чĕнет. Унта тĕрлĕ темăпа тухса калаçать. Хăйĕн пĕлĕвне ỹстерессишĕн те нумай тимлет хастар учительница. 1999 çулта аслă пĕлỹ илет, тĕрлĕ курссенче вĕренет. Пĕрремĕш категориллĕ педагог компьютера лайăх пĕлет, уроксене тĕрлĕ мелсемпе усă курса йĕркелет. Елена Николаевна ял çинче те хисепре. Вăл Вырăскассинчи культура çурчĕ çумĕнчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕн активлă членĕ. Пĕр урамра пурăнакансемпе килĕштерсе пурăнать кил хуçи хĕрарăмĕ. Сăпайлă мăшăр, маттур кин кукăльсем пĕçерме юратать, кỹрши-аршине сăйлама та ỹркенсе тăмасть. Вековсем пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Саша Чăваш ял хуçалăх академийĕн пиллĕкмĕш курс студенчĕ. Вăл улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех ашшĕпе юнашар комбайн штурвалĕ умне ларнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ каччă ашшĕпе амăшĕн тĕрекĕ пуласса шанаççĕ. - Ачасемсĕр пурнăç çук. Юрать, учитель профессине суйласа илнĕ эпĕ, кун иртни те сисĕнмест вĕт. Хама тăтăшах ачалăх тĕнчинче пулнăран телейлĕ туятăп, - тет Елена Векова вĕрентекен.
Сăн ỹкерчĕкре: Е.Векова.