Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак таврăнчĕ тăван киле

29 декабря 2010 г.

Салтак таврăнчĕ тăван киле

 Аслă Шăхалĕнчи Тамара Васильевнăпа Владислав Геннадьевич Грибовсем тăрăшуллă та пултаруллă çынсем. Вĕсем халăхран сĕт пуçтараççĕ. Лавкка та тытаççĕ. Нумаях пулмасть çемьере пысăк савăнăç пулса иртрĕ. Чулхулара службăра тăнă Дмитрий çар тивĕçне пурнăçласа тăван яла таврăнчĕ. Ывăлĕ службăра тăнă вăхăтра ашшĕ-амăшĕ çар командованийĕнчен Тав хучĕсем илнĕ. Савăнаççĕ Тамара Васильевнăпа Владислав Геннадьевич аслă ывăлĕ ял ятне яманшăн. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ вĕсем. Çемьере тата икĕ ывăл çитĕнет. Вĕсем те пиччĕшĕ пек харсăр салтак пулма ĕмĕтленеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Д.Грибов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика