29 декабря 2010 г.
Республикăра пĕтĕмпе 118 ярмăрккăпа ваккăн сутмалли пасарсемпе суту-илỹ площадки, вĕсенче ял хуçалăх продукцине туса илекенсен 22,5 проценчĕ хăйсен таварĕпе суту-илỹ тăвать. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсен таварĕсене посредниксене явăçтармасăр сутассине Канаш районĕнче уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Кунти пасарта 1200 вырăнта (100 процент) ял хуçалăх таварĕсемпе сутă тăваççĕ. Çакă çынсене ял хуçалăх продукчĕсене тивĕçтермелли хакпа туянма тулли майсем туса парать. Çĕнĕ Шупашкар хулинче 8 суту-илỹ площадкинче, çав шутра пасарпа ярмăрккăра 70 процент, Шупашкарта пĕтĕмпе 1032 вырăнта (14,6 процент) ял çынни хăйĕн таварне сутать. Шел пулин те, Вăрнар, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене хăйсен продукцийĕсене сутмалли вырăнсем пачах çук. Улатăр районĕнче те ярмăрккăсемпе ваккăн сутмалли пасарсене йĕркелемен. Тăвай районĕнче те вĕсем 10-ран та сахалрах. Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем республикăра пурĕ 3646 вырăнта хăйсен продукцийĕпе сутă тăваççĕ.