Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киревсĕр йăласенчен асăрханасчĕ

29 декабря 2010 г.

Елчĕк районĕнче право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пычĕ. Алкоголизмпа табак туртнине хирĕç кĕрешес ыйтупа ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, общество хăрушсăрлăх милицийĕн ертỹçи В.Викторов тухса калаçрĕ. Эрех-сăра ĕçессинчен, табак туртассинчен хăш та пĕр çамрăксем те пăрăнманнине, вĕсен шутĕнче хĕрсем те пулни пăшăрхантарнине палăртрĕ В.Викторов. Маларах асăннă ыйтупа ĕçлени çинчен Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Морозова паллаштарчĕç. Райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ О.Никонова алкоголь продукцийĕпе суту-илỹ тăвакан объектсене тĕрĕслес енĕпе ĕçсем пурнăçлани пирки чарăнса тăчĕ. Районта паянхи кун 128 суту-илỹ, обществăлла апатланăвăн 10 объекчĕ ĕçлеççĕ. Çав шутран 92-шĕ ятарлă лицензипе килĕшỹллĕн алкоголь продукцине сутать. Экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем суту-илỹ точкисем алкоголь продукцийĕпе мĕнле суту-илỹ тунине тĕрĕслесе тăрас енĕпе ятарлă мониторинг ирттернине те асăнчĕ О.Никонова. Право йĕркине пăсассине асăрхаттарас енĕпе район хаçачĕ мĕнле ĕçсем пурнăçласа пыни пирки "Елчĕк ен" хаçат корреспонденчĕ Е.Петрова тухса калаçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика