Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене юртан тасатмалла

29 декабря 2010 г.

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пынă. Хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ те вĕçленмен-ха. Анчах хĕл хăйĕн юр çумалли нормине тултарчĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче çунă юр пĕтĕм çул-йĕре тултарса лартрĕ. ДРСУн Елчĕкри участокĕ, "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕ автоçулсене, район центрĕн тĕп урамĕсене юртан тасатса тăраççĕ. Çапах та Елчĕкри, ытти ялсен урамĕсене юртан тасатма вăхăт кирлĕ-ха. Канашлура электричество, газ парса тăракан тата ытти службăсен ертỹçисем çакăн пек лару-тăрура та йĕркеллĕ ĕçлени çинчен пĕлтерчĕç пулин те, çул-йĕре тытса тăракансенчен, ял тăрăхĕсен ертỹçисенчен ял урамĕсене, шыв илмелли вырăнсене, шкулсемпе культура çурчĕсем, ытти объектсем патне пымалли вырăнсене тасатса тăма ыйтрĕç. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый та çирĕп асăрхаттарчĕ. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый район экономикипе социаллă пурнăçĕн 2010 çулхи аталанăвĕн тĕп саманчĕсене тишкерсе тухрĕ. Районти хуçалăхсем кăçалхи шăрăх çанталăкра та выльăх-чĕрлĕх шутне чакарман, "Прогресс" АХО, "Победа" ООО ĕне витисене реконструкцилеме, ытти чылай хуçалăх çĕнĕ техника туянма вăй çитернĕ. Кăçал Лаш Таяпа çулне çĕнĕрен асфальтпа витнĕ, Аслă Таяпа çулне, Комсомольски - Елчĕк хушшинчи çула тĕпрен юсас ĕç пырать. Ял урамĕсене вак чул сарса хытарас, кỹлĕсемпе пĕвесене юшкăнран тасатса тирпей-илем кĕртес енĕпе кăçал пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. Аслă Пăла Тимешри шкула, клуба юсама, шалти ĕçсен пайĕн çуртне хута яма, район центрĕнче тротуарсем тума, çĕнĕ ясли-сада хута яма, вăрçă ветеранĕсене тата салтак арăмĕсене хваттерсемпе тивĕçтерме, çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеме тата ытти нумай-нумай ĕçсем пурнăçлама май килнĕ. Л.Левый пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика