Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăха йышпа çĕнтернĕ

25 декабря 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче шăрăх та типĕ çанталăк шыва чăн саппас тата пысăк пуянлăх пек хаклама вĕрентрĕ тесе палăртать. Шыв ыйтăвĕ кăçал чăннипех çивĕч тăчĕ. Ял çыннисем çак нушапа ытларах та тĕл пулчĕç, нихçан пулманнине курчĕç. Çĕнĕ Эйпеç ялĕн старости, хисеплĕ ватă Геннадий Туманов палăртнă тăрăх çынсен килĕсенчи пусăсем пĕрин хыççăн тепри типсе ларнă. Çавна май 13-15 уйрăм хуçалăхра ăна çĕнĕрен чавма тивнĕ. Урăхла май çук, шывсăр епле пурăнăн? Çуллахи вăхăтра пахчасене шăварма, выльăх-чĕрлĕхе шывпа тивĕçтерме ял çыннисем ытларах çак вăхăтченех - 1902 çулта чавнă кỹлĕри шывпа усă курнă. Кăçал вăл типсе ларнă. Тĕрĕссипе, ăна мĕн чавнăранпа та тĕплĕн тасатса та курман. - Юрать, пĕлнĕ пекех, иртнĕ çул ял çыннисем çине тăнипе Йĕрек лаппинчи çырмана пĕвелесе хăварма ăс çитертĕмĕр. Пĕве йĕри-тавра ятарласа курăк акса хăвартăмăр. Çавна май кăçалхи шăрăх çанталăкра та ялти ĕне выльăх, сурăх-качака шывсăр аптăрамарĕ, - тет Геннадий Тимофеевич. Ял варринчи авалхи кỹлле тасатса анлăлатас ыйтăва малтан ял пухăвĕнче сỹтсе явнă. Çак шухăша пурте ырласа йышăннă, ĕçе пурнăçлама кашни çын май пур таран укçа-тенкĕ пама та килĕшнĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчен районти Депутатсен пухăвне депутата суйланнă Марина Васильева, унпа пĕрлех Лаш Таяпа ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Бикулов фермер та ĕçе хăвăртлатассинче май пур таран пулăшма шантарнă. Çийĕнчех ĕçе пикеннĕ те. Экскаваторпа ĕçлекен те тупăннă, ял çыннисем çак яваплă ĕçе пурнăçлама Тип Тимешри Борис Тихомирова шаннă. Тăршшĕ 100 метра, сарлакăшĕ 40 метра тăсăлакан кỹлĕре 1,5 метр тарăнăшĕнчи юшкăна тăм тухичченех тасатса кăларма май килнĕ. Çак ĕçе пĕтĕмпех хĕллехи вăхăтра пурнăçлама тивнĕрен, халь-лĕхе юшкăна кỹлĕ хĕрринех купаласа хунă, çуркунне ăна турттарса тухаççĕ. Кỹлле çĕнĕрен чавас ĕçе хăвăртлатассинче уйрăмах Николай Бикулов фермер, Владимир Воробьев, Геннадий Воробьев, Федор Байдуганов, Николай Иголкин, Владимир Петров, Иван Марков, Алексей Журавлев, Надежда Журавлева, Тамара Николаева, Светлана Канжелева тата ыттисем те хастар пулнине, Николай Бикулов вара сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине палăртать ял старости. Çак сивĕ вăхăтра яра куна кỹлĕ чавнă çĕрте ĕçлекенсене Елена Туманова пенсионерка вĕри апат пĕçерсе çитернĕ. Ялти ытти хĕрарăмсем те айккинче пăрăнса юлман, кунта тăрăшакансене тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйланă. Халăх сурсан кỹлĕ пулать, тесе ваттисем ахальтен каламан. Чăнах, ушкăнпа кар тăрса пикенсен темле йывăрлăха та çĕнтерме пулатех...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика