25 декабря 2010 г.
темăпа иртет районти ачасен фестивалĕ. Тăрăмри культура çуртне Елчĕк, Тăрăм, Аслă Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсенчи çамрăк артистсем пухăнчĕç. Юмахсенчи сăнарсене Элекçей Тимешри ал ăстисен çурчĕн, Тăрăмри, Хĕрлĕçырти, Çĕнĕ Пăвари, Вырăскасси культура çурчĕсен, Курнавăшри информаципе культура центрĕн драма коллективĕсем сăнланă. Çĕнтерỹçĕсем хăйсен пултарулăхне районти культурăпа кану центрĕнче кăтартаççĕ.