Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара - "Шевле"

25 декабря 2010 г.

Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Шевле" передачăна ертсе пыракан Марина Карягина тележурналистпа Сергей Зверев оператор пулчĕç. Тележурналиста ачасем пушă вăхăта мĕнле ирттерни кăсăклантарчĕ. Роман Игнатьев, Диана Трофимова, Максим Петров, Алиса Иванова тата ытти вĕренекенсем кунта тин çеç ĕçе кĕртнĕ каток сывлăха çирĕплетме пулăшнине палăртрĕç. Хоккей коробкине тума ял çыннисем вăй хучĕç. Сергейпе Николай Трофимовсем, Олег Кириллов ертсе пынипе шкул ачисем шăтăк чавса тимĕр юпасем лартрĕç, хỹмине тытрĕç. Тимĕр-тăмăр ĕçĕпе Виталий Тихонов нумай вăй хучĕ. Хуçалăх ертỹçи Юрий Мясников, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Александров тав сăмахне чăннипех те тивĕçлĕ. Çавăн пекех хамăр ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Михаил Скворцова уйрăммăн тав сăмахĕ калать ял-йыш. Хоккей коробкине ял варрине туни пуриншĕн те меллĕ. Сĕм çĕрлеччен ача-пăча сассипе тулать урам.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика