22 декабря 2010 г.
Хальхи вăхăтра 2011 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар вăхăтра пурăнатпăр пулин те ял çынни район хаçатне çырăнма тăрăшатех. Аслă Таяпари çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Вера Колпакова та çакнах çирĕплетет. - "Елчĕк ен" - район пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартакан хаçат. Çавăнпах пулĕ ăна ял çыннисем юратса вулаççĕ, - тет вăл. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулта район хаçатне Аслă Таяпа, Шуршу тата Чăваш Тăрăм ялĕсенче 158 килте илсе тăнă пулсан, çитес çул валли ăна çынсем ытларах çырăннă та ĕнтĕ. Çырăнтару тапхăрĕ вара малалла пырать. Çыхăну уйрăмĕн ертỹçи коллектив ĕçĕпе кăмăллă. Аслă Таяпа ялĕнче пурăнакансене хаçат-журналпа, пенси укçипе тата ытти пулăшусемпе тивĕçтерекен Ольга Марковăпа Ирина Корнилова, Лариса Павлова (Шуршу), Надежда Галкина (Чăваш Тăрăм) почтальонкăсен, çыхăну уйрăмĕнче операторта тимлекен Ольга Сорокина ял çыннисен пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртать вăл.
Сăн ỹкерчĕкре: Лариса Павлова, Надежда Галкина тата Ирина Корнилова почтальонкăсем район хаçачĕн черетлĕ номерне вулакансем патне çитерме васкаççĕ.
Автор сăн ỹкерчĕкĕ.