Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсăр пулар

22 декабря 2010 г.

Халăхра Çĕнĕ çула парăмсăр кĕтсе илес йăла пур. Ун пек чухне укçа-тенкĕрен те татăлмасăр тăма пулать теççĕ. Çавăнпах Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕ çулталăк вĕçĕнче йĕркелекен акцие "Çĕнĕ çула налук парăмĕсăр кĕрер" ят панă. Парăмсем вара Елчĕк районĕнче пурăнакансен сахал мар пуçтарăннă. 2010 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ шайри бюджетсене 8699 пин тенкĕ пырса кĕмен. Çак парăмсене вара никам та каçарма шутламасть. Налук органĕсем вĕсене шыраса илеççех. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне налук органĕсем вырăнти налуксене уйрăм çынсенчен 6252 пин тенкĕлĕх шыраса илнĕ, 270 пин тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ. Çапах та налук органĕсенче ĕçлекенсем çынсен ăнланулăхĕ вăранасса, çулталăк вĕçĕнче бюджет умĕнчи парăмсене татасса шанаççĕ. Парăмăра пĕлме тата тỹлемелли хатĕр документа кăларса илме эсир хăвăр тĕллĕнех пултаратăр. Ун пек тума Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн wwwr21.nalog.ru сайтне "Личный кабинет налогоплательщика" сервис пулăшнипе кĕмелле. Налук тỹлевĕсене мĕн пур банк учрежденийĕнче йышăнаççĕ, çавăн пекех банкоматсемпе Перекет банкĕн терминалĕсем урлă куçарса пама пулать. Вĕсем пулмасан тỹлевсене почта тата вырăнти администрацисен кассисем урлă куçарса пама юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика