Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан

22 декабря 2010 г.

Аслă Елчĕкре манăн асаннепе пĕр тăван Наçтук аппапа Хĕветĕр йысна пурăнатчĕç. Эпир асаннепе вĕсем патне час-часах кайса çỹреттĕмĕр. Вĕсен Плаки, Ксени, Клавди, Анюта, Петя тата Ваççа ачисем пулнă. Плаки аппа Ĕнелне, Ксени аппа Таяпа Энтрине, Клавди аппа хăйсен ялнех качча тухнă. Петя тете Мускавра пурăннă. Ксени аппа телейсĕр шăпаллă пулчĕ, мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ, пĕр ывăл юлчĕ. Вăл та çамрăклах вилчĕ. Ĕмĕрне пĕччен пурăнса ирттерчĕ. Ăна яланах Аслă Елчĕкри тăванĕсем пулăшатчĕç. Пĕр касра пурăнакан Валерьян Чумановпа унăн арăмĕ те хăйсен амăшĕ пекех пăхатчĕç. Ваççа тетепе мăшăрĕ 7 ача çуратса пăхса ỹстерчĕç. Ачисем шкулта пурте лайăх вĕреннĕ. Кинĕ, Мария Петрова, мĕн пенсие тухичченех Ленин ячĕллĕ колхозра бухгалтерта вăй хучĕ. Çичĕ ачана пăхса ỹстерме Наçтук аппа нумай пулăшрĕ. Унăн хĕрĕ, Анюта аппа, качча каймарĕ. Вăл Ваççа çемйипе пурăнчĕ. Çак çемьере пĕр вăхăт вун пĕрĕн килĕштерсе пурăнчĕç. Мари кинĕ çав тери лайăхчĕ, нихçан та ватăсемпе сасă хăпартса калаçса курман, питĕ уçă кăмăллăччĕ, шỹтлесе калаçса çеç тăратчĕ. 6 ачи ỹссе çитĕнсен тĕп килĕнчен уйрăлса тухса хăйсен пурнăçне йĕркелерĕç. Аслă ывăлĕ Володя ашшĕ-амăшĕ килĕнче пурăнса çемье çавăрчĕ. Унăн мăшăрĕ Галя Перекет банкĕн Канашри филиалĕн Елчĕкри уйрăмĕнче кредит пайĕнче ĕçлет. Вĕсен пĕр хĕрпе ывăл çуралнă. Мăнукĕсене Мари асламăшĕпе Анюта аппăшĕ пăхса ỹстерме пулăшнă. Ваççа аслашшĕ ватăличчен пурăнаймарĕ, вăхăтсăр чирлесе вилчĕ. Галя кинĕ те ватăсемпе килĕштерсе пурăнчĕ, нихçан сив сăмах каламан, чĕкеç чĕлхеллĕ кин тетчĕç. Кинĕ çакăнта пурăннă вăхăтра куçăмсăр вĕренсе аслă пĕлỹ илчĕ. Диплом çума кайсан эпир питĕ тĕлĕннĕччĕ. "Мана вĕренсе тухса диплом илме Анюта аппапа пăянам пулăшрĕç", - тесе вĕсене ыталаса чуп турĕ. Пуçтарăннă хăнасен умĕнче тав турĕ. Çак çуртра ваттисемпе çамрăксем хушшинчи туслăх ăруран ăрăва куçса пырать. Ксени аппа çỹрейми пулсан ăна Аслă Елчĕке илсе кайса пăхрĕç. Галя мăшăрĕ Володя вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Кинĕ çак çуртран пăрахса тухса каймарĕ, Анюта аппăшĕпе тата пăянамăшĕпе пурăнчĕ. Инкек хыççăн инкек, пăянамăшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Нумаях пулмасть Анюта аппăшĕ те чирлесе вилчĕ. Халĕ Галя çурта пĕчченех тытса пырать. Марина хĕрĕ аслă пĕлỹ илнĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Василий ывăлĕ Мускава ĕçлеме çỹрет, ялта амăшĕн килĕнче пурăнас шухăшлă. Наçтук аппан Клавди хĕрĕ Аслă Елчĕкре пĕчченех пурăнать, упăшки вилнĕ, ачисем пулман. Галя кинĕ çак 80-ран иртнĕ ватă çынна хĕлле кашни çул хăй патне пурăнма илсе килет, ăна хисеплесе пăхать. Клавди аппа шăллĕн ывăлĕн арăмне Гальăна питĕ юратать. "Мана та кинех пăхса вĕлерет пулĕ ĕнтĕ", - тесе ĕмĕтленет. Аслă Елчĕкре çакăн пек ăслă кин пурăнать, хăйĕн ĕçĕнче те ĕçченлĕхĕпе палăрать. Пурнăçра та, ĕçре те хисепе тивĕçлĕ хĕрарăм Галина Петрова. Çакăн пек кинсемпе пурăнасчĕ мĕн пур ватăсен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика