Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕх

22 декабря 2010 г.

 Аслă Елчĕк урамĕсем хушшинче тарăн çырмасемпе варсем те сахал мар. Çуркунне вĕсем куç пек тулли шывпа тулса лараççĕ, кайран шывĕ чакса пынă май варсен хĕррисем ишĕлеççĕ. Çав тарăн варсенче çын пурнăçĕ татăлни те пулнă. Пĕр çулхине амăшĕпе икĕ ачи путса вилчĕç. Ял çыннисем кашни çул тенĕ пекех хăйсен çĕр лаптăкĕсене шыв-шуртан хăтарас тесе çырмасен таврашне йывăçсем лартаççĕ, дамбăсем те купалаççĕ. Николаев урамĕнче пурăнакан Алексей Кузьмич Архилинăн çĕр лаптăкĕ тарăн вар хĕрринче вырнаçнă. Унччен çурхи шыв пĕтĕмпех вĕсен пахчи урлă тарăн вара юхса аннă. Алексей Кузьмич юр шывне пахча урлă юхма чарассишĕн нумай ĕç туса ирттернĕ. Юлашкинчен паçма тăршшĕпех çỹллĕ дамба купаларĕ. Вăл ишĕлесрен тĕрлĕ йывăçсем лартса тухрĕ. Выльăхсем йывăçсене кăшласран кашни тĕме решеткепе тытса çавăрчĕ. Алексей Кузьмич лартнă йывăçсем халĕ самаях ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Çуркунне вĕсем епле ешернине пăхса савăнать вăл. Ялти тирпейлĕхшĕн, унăн илемĕшĕн тăрăшни Алексей Кузьмича чыс кỹрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика