22 декабря 2010 г.
Хулара пурăнакансем яла килсен килти хушма хуçалăхра ỹстерсе çитĕнтернĕ выльăх-чĕрлĕх ашĕнчен, ĕне юр-варĕнчен хатĕрленĕ техĕмлĕ çимĕçе уйрăмах юратса астивеççĕ. "Ялта сирĕн пурте хăвăрăн, лавккаран та туянмалла мар", - тенине те час-часах илтме тỹр килет. Тĕрĕсех. Анчах вĕсем çак ырлăх сĕтел çине мĕн тери пысăк йывăрлăхпа килнине пĕлсенччĕ... Ялта пурăнсан пĕр канăç та çук. Ыйхă мĕн иккенне манса ĕçлесен çеç хресчен сĕтел тулли çăкăр-тăварлă пулĕ. Çĕр çинче ĕçлеме юратман, выльăх-чĕрлĕх "чĕлхине" ăнланман çынна, чăннипех, ялта тĕпленсе пурăнма çăмăл мар. Аслă Таяпари Тяптушкинсем - Зинаида Михайловнăпа Юрий Алексеевич куллен юратса пурнăçлакан ĕçре хăйсен савăнăçне, пурнăçри тĕллевне тупнă. Тĕлĕнмелле тăрăшуллă, ĕçчен çемьере пулса курма тỹр килчĕ. Тяптушкинсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: сăвакан 2 ĕне, çамрăк пăрăвĕ те, пушмакĕ те пур, 20 чун сурăх. Йышлă сысна самăртаççĕ, 10-шне аш-какай валли пусса тирпейленĕ, тепĕр 4-шне каярах пусма хăварнă. Çăвăрламалли сысна ами те пур. Пĕлтĕр 2 вăкăр хĕл каçарнă, виçĕм çул вара, калама анчах çăмăл, пĕр харăс 38 сысна самăртса сутнă. Вĕсене тăрантарма мĕн чухлĕ апатпа саппасланмалла, пăхса çитĕнтерме тата мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ! Çакăн чухлĕ яваплăха кашни çын хăй çине илме пултараймасть паллах. Кил хуçи, Юрий Алексеевич, лашасене юратать, иртнĕ çул унăн икĕ лаша та пулнă. Çанталăк условийĕсене пула выльăх апачĕ хатĕрлессинче йывăрлăхсем килсе тухнăран кăçал ирĕксĕртен пĕрне сутса яма тивнĕ. Амелина ятлă чĕлхесĕр янаварне вара Юрий Тяптушкин чи пысăк пуянлăхĕ вырăнне хурать, вăл унпа çынпа калаçнă пекех пуплет. - Амелина 15 çулта, питех те ăслă лаша, ăна итлеттерес тесе нихăçан та алла пушă тытса курман,- тет арçын. Вĕсен хăйсен груз туртармалли ЗИЛ автомашина, МТЗ-80 трактор тата ытти ял хуçалăх техники пур пулсан та кулленхи пурнăçра лаша вăйĕпе те нумай усă кураççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕн авалтан лаша чăваш çыннин шанчăкĕ, тĕрекĕ, пулăшаканĕ шутланнă. Зинаида Николаевна малтан нумай çул Аслă Таяпари шкулти столовăйра ĕçленĕ, халĕ килти хушма хуçалăхра тимлет пулсан, Юрий Алексеевич таçта ĕçлеме те ĕлкĕрет. Хĕрỹ вăхăтра пĕрлешỹллĕ хуçалăхра вăй хурать. Хăйĕн килти автомашинипе комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттарать, выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнать. Хĕллехи вăхăтра пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче газпа хутса ăшăтакан операторта тимлет. Килти хуçалăхри ыйтусене татса парассине те вăл пĕтĕмпех хăй çине илнĕ. - Пурнăç мĕнле йĕркеленсе пырасси арçын тăрăшулăхĕнчен нумай килет, Юркка теветкеллĕ пулмасан хуçалăха çакăн пек çирĕп тытса пыма çуках. Ашшĕн витĕмне пула ачасем те, пирĕн вĕсем виçĕ ывăл, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹсрĕç, машина-трактор çỹретме хăнăхрĕç, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Сергей ывăлĕ, шкулта вĕреннĕ чухнех ашшĕпе пĕрле колхоз хирĕнче тĕрлĕ техникăпа ĕçлеме хăнăхнăскер, хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шухăшлать. Вăл ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Алексей Шупашкарта пурăнать, кĕçĕнни - Володя ялти шкулта вĕренет. Хушма хуçалăха аталантарма пулăшас тĕллевпе патшалăхран паракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса Тяптушкинсем иртнĕ çулсенче выльăх-чĕрлĕх усракан хуралтăна, витесене те анлăлатнă. Май пулсан выльăхсен хисепне тата ỹстерме шухăшлаççĕ. Зинаида Николаевна - кил-çурта хăтлăх кĕртсе тирпейлекен, çемьене пĕр чăмăра пуçтаракан. Кил-çуртри тăнăçлăх хăйĕнчен нумай килнине ăш пиллĕ хĕрарăм лайăх ăнланать. Çав тери сăпайлăскер вăл, унăн чун-чĕринче ырăлăх тапса тăни ăна куçран пăхсанах курăнать. Хăйсен кỹршинчех пăянамăшĕ - 89 çулхи Анастасия Алексеевна пурăнать. Çулне кура мар, хăйне вашават, пăравур тыткалать. Çавăнпа пулĕ кинĕ хăйсем патне пырса пурăнма епле ыйтсан та яхăнне те ямасть...
Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.