22 декабря 2010 г.
20 çул каялла, 1990 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Раççейри пенсипе тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăрассине патшалăх енчен ертсе пырас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Пенси фондне йĕркеленĕ. Çак тапхăртан пуçласа аслă ăрăва пенсипе тивĕçтересси, çитĕнекен ăрăвăн ватлăхри пуласлăхĕ çак организаци ĕçленинчен килет. Малтанхи вăхăтра Раççей Пенси фончĕн тĕп ĕçĕ пенси тỹлеме страховани взносне пухасси пулнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2000 çулхи Указĕпе килĕшỹллĕн, РФ субъекчĕсене патшалăх пенсине тỹлемелли полномочине те Пенси фондне пама сĕннĕ. Çапла вара Раççей Федерацийĕнче обязательнăй пенси страхованийĕн укçи-тенкине патшалăх енчен йĕркелесе пымалли пĕрлехи централизациленĕ тытăм йĕркеленчĕ. Пенси тытăмĕнче улшăнусем йышланса пынă май, пурнăç реформа çулĕ çине тăма хистенĕ. 2001 çулта пуçланнă пенси реформи аталанса пырса 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнчен çынсене пенсипе тивĕçтерессипе çĕнĕ саккунсем вăя кĕчĕç. Паянхи кун тĕлне çакă социаллă проектсенчен чи пĕлтерĕшли шутланать. Реформăн тĕп тĕллевĕ - ĕçлекенпе ĕçпе тивĕçтерекен хушшинчи çыхăнусене тĕпрен улăштарни: ĕçлекенсем ватлăхра хăйсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессишĕн тимлени, ĕçпе тивĕçтерекен хăйĕн патĕнче ĕçлекенсемшĕн страховани взносне тỹлессишĕн яваплăха ỹстерни. "Кивĕ" пенси тытăмĕ ĕçлекенсене тивĕçлĕ пенси илме май туса паман _ кунта тĕрлĕ ушкăнри тĕрлĕ тупăш илекенсене укçа-тенке пĕр пек уйăрнă. Пенси реформин çĕнĕ моделĕ пенси виçине мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине, пенси страховани взносне тỹленине кура палăртать. Пенси реформин çулĕсенче улшăнусем сахал мар пулчĕç. Аслă ăрури çынсен тупăшĕ ỹссе пырать, пенси виçине çулсерен индексацилеççĕ. Çавăн пекех халăхра çак ăнлав та палăрать - нумай ĕçлесе илсен пенси виçи те пысăк пулĕ. Пенси фончĕн органĕсем страховательсемпе страхланă çынсене регистрацилес, шута илес, пенси обязательствисене пухса пырас, шута илес енĕпе ĕçсене патшалăх ячĕпе пурнăçласа пыраççĕ. Сăмах май, пирĕн управлени те РФ правительстви çынсен пенси шайне ỹстерес енĕпе йышăннă норма акчĕсене вăхăтлă пурнăçа кĕртсе пырать. Пенсипе пособисене шутласа парас, тỹлес енĕпе чăрмавсем пулман. 2010 çул çынсен пенси прависене валоризациленинчен пуçланчĕ. Кунта 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен, çав шутра совет саманинче те пулнă правасене шута илнĕ. Çак çулта пенсие ỹстернĕ пĕрремĕш тапхăр пулчĕ çавă. Валоризаци вăхăтĕнче районта ĕç пенсийĕ илекен 7166 çыннăн вăтам пенсийĕ 905 тенкĕ ỹсрĕ. Чăваш Республикин 2010 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшỹллĕн, пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçин калăпăшне 3910 тенкĕ тесе палăртнă. Çапла, ĕçлемен пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк виçи 3910 тенкĕрен кая пулсан, вĕсене федерацин бюджетĕнчен хушса тỹлеççĕ. Çак çул пуçламăшĕ тĕлне вĕсем 656 çын пулнă, вăтамран федерацин хушма тỹлевĕ 725 тенкĕпе танлашнă. Пенси калăпăшĕ ỹссе пынă май, социаллă хушма тỹлеве илекенсен шучĕ чакса пырать. Кăçалхи пуш уйăхĕнче ĕç пенсийĕн страховани пайне 6,3 процент, социаллă пенсие 8,8 процент, е вăтамран 386 тенкĕ ỹстернĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсие тата 3,41 процент ỹстернĕ, унăн вăтам виçи 4292 тенкĕпе танлашнă. Кăçал пенсионерсене паракан укçа вăтамран 1233,01 тенкĕ ỹснĕ. Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне 7680 пенсионерăн уйăхри вăтам пенси калăпăшĕ 6395,62 тенкĕ, ватлăхра паракан вăтам ĕç пенсийĕ 6546,98 тенкĕ пулнă. Кăçал 11 уйăхра тĕрлĕ пенси, пособи, ытти социаллă тỹлев валли районта 596990 пин тенкĕ тăкакланă. Пенсисене индексациленисĕр пуçне, ытти ĕçсене те пурнăçлатпăр: пенси ĕçĕсене çĕнĕрен инвентаризациленĕ, пенсионерсене пĕр пенси тĕсĕнчен тепĕрне куçарнă, тивĕçлĕ канăва каяс умĕн пулас пенсионерсемпе ĕçленĕ, пенсие маларах тухма ĕç стажне çирĕплетес енĕпе материалсем хатĕрленĕ, пăхса пурăнакансемшĕн пенси прависене çирĕплетнĕ. Çак мероприятисене пурнăçа кĕртнĕ май, районта вăтам пенсин калăпăшĕ 3 хут ỹснĕ. Сăмахран, пенсин калăпăшĕпе район 2002 çулта республикăра 26-мĕш вырăн йышăннă пулсан, халĕ - 12-мĕш вырăнта. 15 çул каялла пенси реформин никĕсĕ çинче граждансен харпăр хăй (персонификаци) шучĕн тытăмĕ ĕçе кĕчĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, кашни ĕçлекенĕн харпăр хăй шучĕ çине предприяти, организаци пенсин страховани взносне тỹлени çинчен, ĕç (страховани) стажне çирĕплетекен сведенисем тăратать. 2010 çулхи раштав уйăхĕн тĕлне районта пенсионерсен, ĕçлекенсен, ĕçсĕррисен, ачасен ячĕпе харпăр хăйĕн 26985 шутне уçнă. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри - ĕçпе тивĕçтерекенсемпе уйрăм предпринимательсем страховани взносĕсене туллин тỹленине палăртасси. Хальлĕхе ĕçпе тивĕçтерекенсенчен 34-шĕ çак тивĕçе пурнăçласа пымаççĕ, вĕсен парăмĕ 2523,2 пин тенкĕпе танлашать. Канăва каякансен пенси виçи страховани тỹлевĕсенчен килнине ăнланман ĕçпе тивĕçтерекенсене канăç пулмĕ - федераци саккунĕсене пăсакансене тивĕçлипе айăплаççĕ: вĕсен банкри счечĕсем тăрăх операцисем ирттерессине чарса лартаççĕ е уголовнăй ĕçсем пуçараççĕ. Çавăнпа ертỹçĕсем тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тăвасса, парăмсемпе татăласса шанса тăратпăр. "Электронлă хут çаврăнăшĕ 2010 çулта пурнăçа кĕме тивĕç", - палăртрĕ Раççей Президенчĕ Д.Медведев. Раççей Пенси фончĕ те пирĕн ума çак тĕллевех лартать. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче çыхăну каналĕсемпе 178 страховательтен уйрăм 5920 сведени илнĕ. Федерацин "Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли страхованин хушма взносĕсем тата пенси укçи-тенкине йĕркелеме патшалăх пулăшасси çинчен" Саккунне пурнăçласа та массăллă информаци хатĕрĕсенче, ĕç коллективĕсенче, пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакансемпе йĕркелỹ ĕçĕсене ирттернĕ. Саккун вăя кĕнĕренпе, 2008 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, программăна кĕме 461 çын кăмăл тунă. 2010 çулта ĕç пенсийĕсен пухăнса пыракан пайне страхованин хушма взносĕсем 632,5 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Çапах та хальхи вăхăтра 214 çын анчах тỹлевсене хывнă. Вĕсем малашлăхшăн шутлакансем, ыттисем темĕн кĕтеççĕ. Федерацин "Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн, амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне илме кăçал 125 заявлени килнĕ. Саккун вăя кĕнĕренпе 498 çемье амăшĕн (çемье) капиталĕпе пуянланчĕ. Унпа усă курса районти 73 çемье çурт-йĕр кредитне пĕтĕмпех е пĕр пайне 22 миллион тенкĕлĕх тỹлесе татнă. Халăхпа ĕçлессине тĕп вырăна хуратпăр. Район хаçатĕнче ăнлантару материалĕсене пичетлетпĕр, ятарлă стендсем йĕркеленĕ. Кунта район сайчĕ çинче вырнаçтарнă материалсем те пысăк пулăшу параççĕ. Управленире клиент службине йĕркеленĕ. Çынсем кунта тĕрлĕ ыйтусемпе килеççĕ. Вĕсене туллин, кĕске вăхăтра пăхса тухса тивĕçтеретпĕр. "Хĕрỹ линипе" килекен ыйтусем те айккинче юлмаççĕ. Çавăн пекех специалистсем ял тăрăхĕсене тухса çынсене йышăнассине йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра управленире 25 ĕçчен тăрăшать. Саккунсенче ветерансене, пенсионерсене ырă сăмахпа тимлеме кирлине палăртман. Çапах та ватăсене ырă сăмахпа пархатарлă ĕçсемшĕн тав тума манмаççĕ пирĕн ĕçченсем. Вĕсене Раççей Пенси фондне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Палăртнине пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçусем сунатăп. Телей те тăнăçлăх, ăнăçу, çирĕп сывлăх пултăр сирĕн ялан.