Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă коллективра ĕç ăнать

22 декабря 2010 г.

Туслă коллективра ĕç ăнать

 Раштавăн 22-мĕшĕнче, шăпах 90 çул каялла, ГОЭЛРО планне йышăннă. Çавăнтанпа энергетиксем çак кун хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. "Атăл çинчи МРСК" - "Чăвашэнерго" филиалĕн Юрий Хушкин ертсе пыракан Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн (РЭС) коллективĕнчи энергетиксем кулленхи ĕç кал-кал, ăнса пынăран уява хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. 35 çынна пĕрлештерсе тăракан коллективра çирĕп йĕрке хуçаланать. Кунта вара урăхла пулма та пултараймасть, вĕсем районти предприятисемпе организацисене, шкулсемпе ача сачĕсене, больницăна, пурăнмалли çуртсене энергипе тивĕçтерессишĕн яваплă. Унсăр пуçне, ялсенчи КТПсене тата вун-вун километр ЛЭПа юсавлă тытмалла. Энергетиксен професси ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулни электричество линийĕсем çинче куллен пулма пултаракан пăтăрмахсенчен, инкексенчен хăтăлма май парать. Елчĕкри РЭС ĕçченĕсем юлашки çулсенче ялсенчи çĕнĕ урамсене лини хывассипе нумай ĕç тунă. Кăçал Аслă Пăла Тимеш тата Исемпел ялĕсем урлă иртекен пысăк вольтлă линие тĕпрен юсанă. Энергетиксем Кушкă ялĕнче те пысăк ĕç туса ирттернĕ: унчченхи кивĕ электричество пралукĕсене пĕтĕмпех изоляциленĕ пăралуксемпе улăштарнă. Уяв кунĕ тав сăмахне илтни кашни ĕçчен кăмăлне уçать. Вĕсенчен коллективра нумай çул яваплăха туйса тимлекен Эдуард Игнатьев, Дмитрий Судаков, Владимир Борисов, Геннадий Волков ытларах та тимлĕхе тивĕçлĕ пулнине палăртать РЭС ертỹçи. Сергей Васильев çамрăк пирки те пĕр сăмах хурласа калаймăн. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçлама пĕлнипе вăл кĕске вăхăтрах юлташĕсем хушшинче хисеп çĕнсе илме пултарнă. Хальхи вăхăтра Сергей командировкăра. Чăваш Республикинчен кайнă ятарлă ушкăнпа вĕсем Ульяновск хулинче хĕллехи çил-тăманра сиенленнĕ сывлăшри электричество линийĕсене юсаççĕ.

 Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика