Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырура аталану çул-йĕрĕ

18 декабря 2010 г.

Леонид КОШКИН, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕнче 2011 çулхи тĕллевсене витĕмлĕн палăртрĕ, çывăх виçĕ-тăватă çул валли тата та пысăкрах плансем çирĕплетрĕ, муниципалитет ĕçне тимлĕн пăхрĕ тата тарăн тишкерсе хак пачĕ. Экономика аталанăвĕ, социаллă пурнăç сфери, тирпейлĕхпе хăтлăх, культура ыйтăвĕсем - эпир халиччен ĕçленĕ тĕллевсем. Иртнĕ çулсенчи евĕр малашне те кал-кал ĕçлессе, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырасса шанатăп.

Андрей ВОРОБЬЕВ, юрист: - Михаил Васильевич Патшалăх Канашне янă Çыру - республика умне кăларнă ыйтусене пĕрле татса пама хăват паракан пысăк пулăм тесе каласшăн эпĕ. Çырупа пурне те тĕплĕн паллашма сĕнес килет. Мĕншĕн тесен Президент тĕллевсене палăртрĕ анчах мар, вĕсене пурнăçламалли çул-йĕре те уçса пачĕ, мĕнле пурăнмаллине каларĕ. "Çамрăксене ытларах шанмалла тата вĕсене ĕненмелле тесе шухăшлатăп", - çапла палăртсах каланă май Президент Çыру ятне те çак шухăшпа çыхăнтарчĕ. Чăн та, паянхи кун предприятисемпе организацисенче теветкеллĕ, ĕçре çĕнĕ меслетсем сĕнекен пуçаруллă çамрăксем нумайрах пулсан аталану çул-йĕрĕ ăнăçлăрах пулĕ.

Клавдия ЛЕОНТЬЕВА, ĕç ветеранĕ: - Президент Çырăвĕнче - республика халăхĕшĕн тăрăшас туйăм, ĕçри çитĕнỹсене ỹстерсе пырас малашлăх. Çыру питĕ вырăнлă, кирлĕ, вăхăтлă, шухăшсем конкретлă. Чăваш халăхĕн пурнăçне яр уççăн палăртнă, чăрмавсене тарăннăн уçса панă кунта. Çав вăхăтрах Президентăн кашни ыйту çине хурав пур, чăрмавсене мĕнле çĕнтерсе пымаллине те палăртнă. Çырура çавăн пекех политика ыйтăвĕсем халăхшăн уçăмлă пулмаллине каланă, социаллă ыйтусене татса парассинче çамрăксене яла хăварассипе çыхăнтарнă. Паян çамрăксене ялта пурăнма условисем сахал мар: тĕслĕхлĕ клубсемпе вулавăшсем ĕçлеççĕ, шкулсем тĕрекленсе пыраççĕ, спорт комплексĕсем хута каяççĕ... Çапах та вĕсене ачаранах хăйсен вăйне шанма, хăйсен ĕçĕсене пуçарма вĕрентсен, ялсенче вĕсем валли ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелесен аван пулĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика