Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем ỹснĕ

18 декабря 2010 г.

Çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр районти ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче хĕл тапхăрĕн икĕ уйăхĕнче продукци туса илессине ỹстернĕ. Апат никĕсĕ çирĕпех мар пулин те, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 3 процент, сĕт туса илесси 11 процент ỹснĕ. Çакна тĕрлĕ майсемпе усă курса туяннă апатпа - жомпа, жмыхпа, минераллă апатсемпе выльăхсене кирлĕ таран тăрантарнипе тунă. Унсăр пуçне, ĕне выльăхсене юр çăвичченех ыраш калчипе туллин тăрантарма май пулни те продукци туса илесси çине витĕм кỹнех. Çак тапхăрта пĕтĕмпе продукци туса илесси ỹснĕ пулин, аш-какай сутасси 17 процент чакнине те ăнланмалла. Хальхи вăхăтра фермăсенче тăрăшакансен умĕнче пĕр тĕллев - выльăхсен хисепне сыхласа хăвармалла тата вĕсене кирлĕ таран апатпа тивĕçтермелле. Кĕтỹ йышне упраса хăварнă ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх субсиди парса пулăшать. Çавăнпа ĕнтĕ пурте выльăхсен хисепне епле те пулин чакарас марччĕ тесе тăрăшаççĕ. Тĕллеве пурнăçлама çителĕклĕ таран апат кирлĕ. Ку енĕпе кăçал ертỹçĕсемпе специалистсем нумай çĕрте пысăк яваплăхпа тимлеççĕ. Çу уйăхĕсенчен тытăнсах тĕрлĕ çĕртен утă-улăм, тырă-çăнăх туянаççĕ. Фермăри ĕçшĕн яваплă çынсем, ертỹçĕрен пуçласа выльăх-чĕрлĕх пăхакан таранах, пурте пĕр шухăшлă пулнăран "Аранчеево", Ленин ячĕпе хисепленекен, "Свобода", "Колос", "Рассвет", "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕсенче хĕл тапхăрĕн икĕ уйăхĕнче аш-какай туса илесси палăрмаллах ỹснĕ. Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче, тĕслĕхрен, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çак кăтарту 3 хут ытларах пулнă. " Яманчурино" ОООра аш-какай туса илесси 25 процент, "Победа" ОООра -19, "Комбайн" ЯХПКра - 18, "Эмметево" ОООра - 12, "Колос" ЯХПКра 10 процент ỹснĕ. Чи пысăк сăвăм - "Победа" ОООра. Хĕл тапхăрĕнчи икĕ уйăхра ферма коллективĕ кашни ĕнерен 1062 килограмм сĕт сунă. Хальхи вăхăтри кулленхи сăвăм та кунта 18 килогрампа танлашать. Районăн вăтам кăтартăвĕ - 11 килограмм. Малашне сăвăм ỹсмелле. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче апатпа çак вăхăтченех перекетлĕ усă курнă, вĕсенче силос, сенаж шăтăкĕсене те нумаях пулмасть анчах уçнă, ĕнесем те ушкăнпа пăрулама тытăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика