15 декабря 2010 г.
Тунти кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес енĕпе йĕркеленĕ районти комиссин итоглă ларăвĕ пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Л.Горшкова халăх çыравĕн малтанхи итогĕсем тата халăх çыравне районта ирттерме уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни çинчен каласа пачĕ. Халăх çыравне ирттерме Елчĕк районĕпе 148 çын хутшăнса ĕçленĕ. Çыравçăсем 7450 çуртпа хваттерти 20455 çынна шута илнĕ. Çав шутран 10666-шĕ (52,1:) хĕрарăмсем, 9795-шĕ (47,9:) арçынсем. Çырав вăхăтĕнче районĕпе 1876 çуртпа хваттерте çынсем пурăнман. Халăх çыравĕн малтанхи итогĕсене 2011 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, татăклă итогсене 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Унта халăх йышĕ, вĕренỹ, национальноç, гражданство, мĕн ĕçлени паллă пулаççĕ. Виççĕмĕш тапхăрта миграци, ачасем мĕн чухлĕ çуралнин итогĕсем паллă пулаççĕ. Л.Горшкова районта халăх çыравне ирттерме уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни çинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çырав итогĕсене пĕтĕмлетрĕ, çырава ирттерме хутшăннă тата пулăшнă мĕн пур çынна, организацисемпе предприятисен ертỹçисене тав турĕ.