15 декабря 2010 г.
Раççей Федерацийĕн ветеринарипе фитосанитари, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службисем Краснодар крайĕн Новопокровск районĕнчи 3 ял хуçалăх предприятийĕнче, Волгоград облаçĕн Серафимовск районĕнчи Зимняцк ялĕнчи хушма хуçалăхра сыснасем Африка чумипе чирленине тупса çирĕплетнĕ. Классика чума чирĕпе сыснасем Иваново облаçĕнче чирленине те пĕлтерчĕç. Кăнтăр регионĕсенче чир еплерех тухса сарăлнине тĕпченĕ хыççăн çакă паллă пулнă. Хăш-пĕр ял хуçалăх ертỹçисемпе специалисчĕсем, предпринимательсемпе уйрăм çынсем ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнмасăр, кирлĕ хутсене хатĕрлемесĕр, патшалăх ветеринари служби ирĕк памасăр кỹршĕллĕ тата ытти республикăсемпе облаçсенчен сыснасене тĕлли-паллисĕр турттарнă, выльăх турттаракан транспорт хатĕрĕсене кирлĕ пек дезинфекци туман, ютран илсе килнĕ сыснасене карантинта усрамалли йĕркене пăхăнман. Çак сăлтавсем чире хăвăрт аталанса сарăлма май туса панă. Африка чумине хирĕçле хỹтĕлевлĕ вакцина çук. Чирленĕ е чирлеме пултарнă выльăха пусма, унăн ашне çиме те юрамасть. Чиртен сыхланас тесен çак ĕçсене пурнăçласа пымалла: - сысна фермисене хупă режимпа ĕçлеттермелле. Урăхла каласан, ют транспорта, ют çынсене, выльăхсене ферма территорине кĕртмелле мар; - ветеринарипе санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмалла: витери пушă пỹлĕмсене, иртсе çỹремелли вырăнсене 3 процентлă каустикăн вĕри (80 градус) шĕвекĕпе сапмалла. Дезинфекци тунă витесене 3 сехет иртмесĕр унта сыснасене кĕртме юрамасть. Алăкĕсем умĕнче яланах дезоматсем пулмалла; - сыснасене хăтлă витесенче çеç усрамалла, хуçалăх ертỹçи алă пусса çирĕплетнĕ рационпа килĕшỹллĕн тăрантармалла, кашни кунах лайăх пăхса, сăнаса тăмалла; - столовăйсемпе ресторансенчи, кафесенчи апат юлашкисене тепĕр хут пĕçермесĕр сыснасене çитерме юрамасть; - хир сыснисен ашне, ăш чиккине ветстанци лабораторийĕнче экспертиза туса тĕрĕслемесĕр çиме юрамасть; - Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби, районти ветеринари станцийĕ ирĕк памасăр ют районтан, республикăпа облаçран пĕр пуç сысна та илсе килмелле мар; - 4-мĕш формăллă ветеринари справки, 1-мĕш формăллă ветеринари свидетельстви илмесĕр районтан пĕр пуç сысна та кăларса ямалла мар; - кĕтĕве çĕнетме илсе килекен сыснасене карантинта усрама юрăхлă вите кашни фермăрах хатĕр пулмалла; - кашни фермăрах выльăхсене пусса тирпейлемелли ятарлă вырăн, биологилле каяшсене вăхăтлăха упрамалли тимĕр савăт пулмалла, вĕсем çăра уççипе питĕрĕнсе тăмалла; - утă, улăм, тырă, комбикорм, ютран илсе килмелле пулсан çакăн çинчен ветеринари станцине çырса пĕлтермелле, ЧР патшалăх ветеринари служби ирĕк панă хыççăн çеç (ветеринари сертификачĕ пулсан) илсе килме юрать. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви ветеринарин нормăпа право ĕçĕсене лайăхлатас шутпа сысна усракан, вĕсене пусса тирпейлекен, упракан организацисене хуçалăхсен зоотехникăпа санитари статусĕсене тупса палăртмалли йĕркене çирĕплетсе приказ кăларнă. Ăна РФ Юстици министерстви чỹк уйăхĕн 12-мĕшĕнче регистрациленĕ. Çак йĕркене Раççей Федерацин право акчĕсем пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе килĕшсе тăччăр, выльăхсен ерекен чирĕсемпе кĕрешмелли мероприятисен витĕмлĕхне ỹстерес тĕллевпе çирĕплетнĕ. Зоосанитари статусне тупса палăртнине компартментализаци теççĕ. Çапла вара малашне сысна усракан хуçалăхсен фермисем тăватă тĕрлĕ компартментсем пулма пултараççĕ: - 1-мĕш компартмент - ерекен чирсенчен сыхлама пултарайман хуçалăхсем; - 2-мĕш компартмент _ хỹтлĕхĕ аялти шайлă хуçалăхсем; - 3-мĕш компартмент - хỹтлĕхĕ вăтам шайлă хуçалăхсем; - 4-мĕш компартмент - хỹтлĕхĕ çỹллĕ шайлă хуçалăхсем. Иккĕмĕш компартмента кĕрекен фермăсем пĕрре-мĕшĕнчен, виççĕмĕшсем 1-2-мĕшĕсенчен, тăваттăмĕшсем 1-3-мĕшĕсенчен пĕр пуç сысна та, выльăх апачĕ, ĕç хатĕрĕсем илме, технологилле çыхăну та тума юрамасть. Пырса тĕрĕсличчен фермăсем пурте пĕрремĕш компартмента кĕреççĕ, урăхла каласан ерекен чирсенчен сыхланма пултарайман хуçалăхсем пек шутланаççĕ. Сысна усракан хуçалăхсене 2-4-мĕш компартментсене кĕртессине фермăна пырса тĕрĕслесен çеç паллă тума пулать. Зоосанитари статусне тупса палăртма ыйтса хуçалăхсен ертỹçисен Чăваш патшалăх ветеринари службин ертỹçи ячĕпе заявлени çырмалла пулать. Çакăн пирки эпир асăннă йĕркене Юстици министерстви çирĕплетнĕ хыççăн тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр. Фермăсене компарт- ментсене пайлани Африка чумине тата ытти сарăлакан чирсене хирĕçле мероприятисем туса ирттерес ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Зооветеринари статусне тупса палăртас ĕçсем малашне сысна ашĕнчен тĕрлĕрен апат-çимĕç туса тирпейлекен тата упракан предприятисенче, ĕне фермисенче те пулса иртĕç. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсен ертỹçисемпе зооветспециалисчĕсем фермăсен зоосанитари статусне ỹстерессишĕн тăрăшмалла. Чир район территорийĕнче ан сарăлтăр тесен пурте пĕр шухăшлă пулса Çурçĕр Кавказри республикăсемпе, Краснодар крайĕпе, Оренбург, Ростов, Волгоград облаçĕсемпе тунă çыхăнусен шутне май пур таран чакармалла. Хăнана е командировкăна кайнă май унтан нимĕнле аш-какай, сало, кăлпасси тата ытти апат-çимĕçе илсе килмелле мар. Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ Африка чумине хирĕçле туса ирттермелли мероприятисен витĕмлĕхне тишкерсех тăрать. Ветеринари пулăшăвĕ парассине тата тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатас тĕллевпе ветстанци, лаборатори, участоксенчи ветеринари специалисчĕсене районти выльăх-чĕрлĕх фермисене приказпа çирĕплетнĕ. Çапла туни Африка чумине сирсе яма, сиксе тухакан ытти чирсене хирĕç тăрас ĕçре тивĕçлĕ мерăсем йышăнма май парĕ. Хальхи саманара, карас телефон вăй илнĕ тапхăрта, выльăх илсе килесси е сутасси йывăр ĕç мар, çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхсен ертỹçисемпе зооветспециалисчĕсем ветеринари справкипе свидетельствине илессине чăрмавлă ĕç вырăнне хураççĕ. Пĕлсе тăнă çĕртенех кирлĕ документсене илме тăрăшмаççĕ. Раççей Федерацийĕн административлă право Кодексĕн 10.8 статйипе килĕшỹллĕн çак йĕркене пăсакан уйрăм çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран, должноçри çынсене 3000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран, предпринимательсене 3000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран административлă йĕркепе штраф тỹлеттереççĕ. Юридика сăпатĕнче тăракан предприятисемпе организацисене 10000 тенкĕрен пуçласа 20000 тенкĕ таран штрафлама ирĕк пур. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, килти хуçалăхсенче сысна ĕрчетекенсем! Выльăх-чĕрлĕх пăхассине тивĕçлипе йĕркелĕр, сывă выльăхран çеç паха продукци илме май пулнине ан манăр.
А.СКВОРЦОВ, Елчĕк районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцийĕн ертỹçи, ветеринарин тĕп инспекторĕ.