Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес кăмăл пултăр çеç...

11 декабря 2010 г.

Халĕ, чылай предприяти тулли хăватпа ĕçлеймен чухне, вăй питтисем валли те яланхи ĕç вырăнĕ тупма йывăртарах. Çав вăхăтрах хăш-пĕр инвалидсене те пысăках мар пенси тивĕçтермест. Вĕсен хушшинче те ĕçлес, нумай пулмасан та, хушма тупăш илес текенсем пур. Çавсене пулăшма май пур-и? - Пур! Пулăшатпăр та, - çирĕппĕнех хуравлать халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертỹçи М.Г. Васильева. - Апла пулсан ун пирки хаçат вулакансене кĕскен те пулин ăнлантарса параймăр-ши? - Тархасшăн. Çапах та тỹрех çакна пĕлтерем-ха: хальхи лару-тăрура инвалидсене кирек мĕнле предприятие е организацие те сĕнме çук. Çавна кура вĕсене чылай чухне вĕрентме, сывлăха кура май пур вырăнта ĕçлеме хатĕрлемелле. Акă мĕншĕн сусăр çынсенчен ыйту пырса кĕрсенех вĕсемпе хăйне майлă курс ирттерме тивет. Вĕсем валли республикипех палăртнă ятарлă программăпа "Çĕнĕ старт", "Ĕç шыракансен клубĕ" ĕçлет, "Хăвна алла ил", "Пĕтĕмпех хăвăн аллунта" тренингсем иртеççĕ. Иртнĕ уйăхра хамăр центрта инвалидсем хăйсем хутшăннипе "Пурнăç тĕллевĕ" (Максимум жизни) ятлă çавăн йышши мероприяти ирттертĕмĕр. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче, яланхи йăлапа, "Уçă алăксен кунĕ" йĕркелерĕмĕр. Унта "Аспект" вĕрентỹпе методика центрĕн психологĕ И.И.Васильев та хутшăнчĕ. Пирĕн районти предприятисенчен инвалидсем валли ĕç вырăнĕ тытма е тупма çаксем тивĕç: "Прогресс" АХО, "Комбайн" ЯХПК тата "Тĕп больница" сывлăх учрежденийĕпе Федерацин "Раççей почти" патшалăх унитарлă предприятийĕн Елчĕкри почтамчĕ. Анчах юлашки иккĕшĕ темиçе çултанпа ĕнтĕ пĕр вырăн та тупаймасть. Çавна май хальлĕхе маларах палăртса хунă (квота тетпĕр ăна) 20 ĕç вырăнĕнчен çиччĕшĕ кăна пур. Апла пулин те эпир инвалидсене май килнĕ таран пулăшатпăрах. Вĕсем ыйтнин 80 процентĕнчен кая мар пурнăçланни çакăн çинчен калать. Калăпăр, 2008 çулта 33, 2009 çулта _ 76, кăçалхи вунă уйăхра 55 çынна ĕç тупса пама май килчĕ. Кунта вĕсем пирки патшалăх енчен паракан пулăшу пĕлтерĕшĕ те пысăк. Сăмахран, инвалида ĕçе илекен предприятие пĕр çын пуçне 30 пин тенкĕ субсиди паратпăр. Çакă сывлăх енчен çирĕпех мар рабочие ĕç вырăнĕ тата тивĕçлĕ услови тума каять. Ĕçлекене хăйне те ĕç паракан тỹлевĕ çумне уйăхсерен 1700 тенкĕ хушса паратпăр. Çак кунсенче кăна, çак йĕркепе килĕшсе, "Акатуй" ООО икĕ, "Прогресс" АХО пĕр инвалида ĕçе вырнаçтарчĕç. Çакна палăртма та кăмăллă: ĕçе вырнаçтарнă е хăйĕн ĕçне пуçарнă инвалидсем хушшинче пултаруллисемпе пуçаруллисем сахал мар. Акă, Курнавăш ял тăрăхĕнчи П.А.Карсаков, виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, пĕр хăрамасăрах, (паллах, тăванĕсем пулăшăвĕсĕр мар) пирĕн пулăшупа усă курса (58800 тенкĕ уйăрнă), хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Вăл кĕске вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетсе паха кăтартусем турĕ тата районти конкурсра çĕнтерчĕ. Унăн опытне пĕтĕмлетсе эпир республикăри ĕçпе тивĕçтерекен управление материалсем тăратрăмăр. Кун пек тĕслĕхсем районта татах пур.

Кĕскен каласан, ĕçлес кăмăллă, пуçаруллă çынсем инвалид пулсан та ăнăçу тума тата хăйсене лайăх енчен кăтартма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика