Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсем ĕçлеççĕ

11 декабря 2010 г.

Астма - сывлăш çулĕсем шыçнă пирки сывлăш тухайманнипе сывлайми тăвакан, ỹслĕкпе аптратакан чир. Юлашки çулсенче пирĕн çĕр-шывра унпа чирлекенсен шучĕ ỹссех пырать. Ачасем те астмăпа сахал мар чирлеççĕ. Пĕчĕк ачасен çак чир çитĕннĕçемĕн иртме пултарать пулсан, ыттисен чир вăйланса ан кайтăр тесе эмелсемпе усă курсах тăмалла. Мĕншĕн пỹлĕнет-ха сывлăш? Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, çакă тип пыр сийĕ шыçнинчен килет: лаймакаллă сий хулăнланса каять, тип пырта çăра сурчăк нумай пухăнма тытăнать тата тип пырти мышцăсем пĕрĕнме тытăнаççĕ. Çак сăлтавсене пула сывлăш тип пырăн вĕçĕнчи чи пĕчĕк пайсем (алвеолăсем) патне çитеймест, чирлĕ çын йывăррăн сывлама пуçлать, сывланă чух хăйăлтатни илтĕнет. Мĕн пуçарса ярать-ха çак чире? Хăш-пĕр çынсен иммунлă системи микробсемпе тата ытти тĕрлĕ япаласем çине тĕрĕс мар, яланхинчен урăхла туйни (аллерги пани) пуçарать ăна. Организма ытларах чухне килĕшмен япаласем шутне çаксем кĕреççĕ: ỹсен-тăран тусанĕ (чечек тусанĕ), çуртри тата кĕнеке тусанĕ; чĕр чунсен çăмĕ, матрас ăшне пуçтарăннă тусанри пыйтă (тĕк пыйти), тĕрлĕ апат-çимĕç (кашни çыннăн уйрăм апат çине аллерги пулма пултарать) тата ытти те. Астмăна йывăрлатакан чирсем шутне вара вируслă инфекцисем (грипп тата ун евĕрлĕ чирсем) кĕреççĕ. Çавăнпа та астма чирĕпе чирлекеншĕн тĕп вырăнта гриппа чирлĕ çынран сыхланасси пулмалла. Астмăпа чирлĕ çын хăйĕн сывлăхне (хăй туйăмлăхне) ятарлă приборпа тĕрĕслесе тăмалла, çав тĕрĕслеве çырса пымалли дневник пулмалла. Приборпа мĕнле усă курмаллине тата дневнике мĕнле çырса пымаллине астмăпа чирлĕ çыннăн хăйĕн тухтăрĕпе канашласа туса пымалла, сывлăхне тăтăшах тĕрĕслеттерсе тăмалла, сипленекен эмелсене е вĕсен дозисене тухтăрпа канашласа çеç улăштармалла. Хальхи вăхăтра пирĕн районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче, фельдшер пункчĕсенче "астма шкулĕсем" ĕçлеççĕ. Унта çỹресе чирлĕ çынсем хăй чирĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме пултараççĕ, сывалмалли эмелсемпе мĕнле тĕрĕс усă курмаллине, чире мĕнле тĕрĕслесе тăмаллине, эмелсĕр сипленмелли мелсемпе усă курма вĕренеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика