Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача ят хуни

11 декабря 2010 г.

Чăвашсем ĕлĕк ачана çуралнă-çуралманах эпи карчăкпа пĕрле ят хунă. Ят хумасан аван мар, ăна шуйттан ят хурать, тенĕ. Ывăл ача пулсан, хăшне Упа, хăшне Тăхти, Юманкка е урăх ят панă. Çак ятсем пурте ăрăмласа хунисем: упа ята упа пек сывлăхлă пултăр, чир ан тивтĕр тесе, Юманкка ята юман пек çирĕп, тĕреклĕ пултăр тесе, Тăхтие тухтатăр, унăн йăхĕ ĕрчетĕр, ан пĕттĕр тесе хунă. Хĕр ачасене Хĕрпик, Çилпик, Эрнук, Тунỹк тата ытти ятсем панă. Хĕрпик ăрăмласа хуни мар, хĕр ача пулнипе хуни, Çилпик - ăрăмласа пани: чыс курмалла пултăр тени. Эрнук тесе, эрне кун, Тунỹк тесе тунти кун çуралсан хунă. Ĕлĕк-авал ача çуралсанах юмăçа чĕнсе килнĕ е ачана ун патне илсе кайнă. Юмăç ăна аллине илнĕ те кĕлĕ каласа, кăшкăрса ятăр тесе силленĕ. Ача йĕме пуçласан, вăл тĕрлĕ ятсем каласа пынă, хăш ятне каланă чухне йĕме чарăннă, ăна çав ят панă. Ача çуралсан чăвашсен çав киле ача апачĕпе пырас йăла пулнă. Тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, кỹрши-аршисем çĕнĕ ачана саламласа ашпа пĕçернĕ пăтă илсе пынă, парнесем тата сăпка валли укçа панă. Çакă ача çуратнă арăма вăй илмешкĕн пулăшни те пулнă. 1-2 эрне хушши çак киле "ача яшки" пĕçерсе пынă, унсăр пуçне хăшĕ тата çулă икерчĕ, тутлă хăпарту, хуплу-кукăль, çулă пăтă е урăх сĕтеклĕ апат-çимĕç кỹнĕ. Ача çуралнă хыççăн кăшт вăхăт иртсен, амăшĕ вăй илсе ура çине тăнă хыççăн (1-2 эрнерен е уйăхран) ача ятне хурас йĕрке туса ирттернĕ. Çав кун ĕçкĕ ĕçнĕ чухнехи пек хăна пуçтарăннă. Хăнисем пуçтарăнсан сĕтел çине пĕр пуçламан çăкăр, ун çине пуçламан пысăк чăкăт хунă. Ытти апат-çимĕç те лартнă. Сĕтеле хатĕрлесе çитерсен, пуçтарăннă çынсенчен пĕр ваттине чăкăт пуçлама хушнă. Çав ватă çын вара ăна çапла каласа пуçланă: "Çак ача (ятне каланă) ятлă пултăр, ман пекех шурă çỹçлĕ, шурă сухаллă пултăр (арçын ача пулсан), сарă шăллă, чакăр куçлă, çăкăрлă-тăварлă, выльăх-чĕрлĕхлĕ пултăр, ашшĕпе амăшне, ватă çынсене юрăхлă, çуртлă-йĕрлĕ, пинĕ-пинĕпе укçа тытакан пултăр, ырă кун-çĕрлĕ, ачаллă-пăчаллă пултăр, ĕмĕрĕ вăрăм килтĕр. Турă ăна сывлăхне патăр", - тенĕ те чăкăта хуçса астивнĕ, вара сĕтел хушшине кĕрсе ларнă. Ун хыççăн ыттисем те вырнаçнă. Малтан пурте ватă каланă евĕрлĕ сăмахсем каласа, чăкăтне астивнĕ, унтан яшкине çинĕ. Камăн мĕн чухлĕ вăй çитнĕ таран ача ячĕпе укçа хунă. Купăс каласа, ташла-ташла юрласа ĕçнĕ. Каярахпа чăвашсене Христос тĕнне йышăнтарнă хыççăн, тĕне кĕмен чăвашсем малтанхи пекех ят хурса пурăннă, тĕне кĕнисем вара ачисене чиркỹре шыва кĕртнĕ, ачасене унта христиансен ятне панă, уйрăм кĕнекене çырса хунă. Чăвашра Христос тĕнĕ анлă сарăлса пынăçемĕн унăн йăли-йĕрки те вăй илсе пынă, авалхи йăла-йĕркесем вара майĕпен- майĕпен манăçа тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика