Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ коллектив тĕл пулнă

11 декабря 2010 г.

Икĕ коллектив тĕл пулнă

 Вĕрентекен çулта- лăкне халалласа Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективĕ малтанах Шупашкар районĕнчи Сюктеркăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пулса курчĕ. Ыт ахальтен суйласа илмен ĕнтĕ çак шкула: унта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса Тăрăм шкулĕнчен вĕренсе тухнă Леонид Захаров ĕçлет. Пуçаруллă çамрăк икĕ шкулпа туслă çыхăну йĕркелерĕ. Нумаях пулмасть вара хăнасем Тăрăма килчĕç. Вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. В.Захаров ертсе пынипе ачасем "Вăйăра" музыка композицийĕ кăтартрĕç. Программа пуян та анлă пулчĕ. Малтанах хăнасене шкулпа тĕплĕн паллаштарчĕç. Унтан пурте пĕрле Тăрăм ял тăрăхĕнчи "Шанчăк" ансамблĕн, Сюктеркăри шкул коллективĕн концерчĕсене курса киленчĕç. Хăнасем Тăрăмсене Чăваш Республикин Президенчĕн М.Игнатьевăн портретне парнелерĕç. Тĕл пулу икĕ коллективăн кăмăлне те кайрĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалист-эксперчĕ Н.Малышкин, Шупашкар районĕнчи вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ В.Александрова, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Александров хутшăнчĕç. Вĕсем çакăн пек тĕл пулусем ĕçри хастарлăхпа пултарулăха ỹстерме май панине палăртрĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем юрра-ташша маçтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика